26 марта 2010 г.
РФ Президенчĕ кăçалхи февралĕн 24-мĕшĕнчи «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнĕ май Раççей Федерацийĕн гражданĕсен уйрăм категорийĕн пĕр вăхăтлăх тÿлевĕ çинчен» 247-мĕш Указĕпе килĕшÿллĕн тÿлев ирĕкĕпе усă куракансем çаксем: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕсем - 5000, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем - 5000, «Блокадăри Ленинградра пурăннă çынна» паллăпа наградăланисем - 5000, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче фашистсемпе вĕсен союзникĕсем çынсене вăйпа тытса тăма туса лартнă концлагерьсен, геттосен тата ытти вырăнсен çул çитмен узникĕсем пулнисем - 5000, Финн тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçисем вăхăтĕнче пуç хунă çар çыннисен тăлăх арăмĕсем - 5000, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсем тата инваличĕсем вилсен тăлăха юлнă арăмĕсем - 5000, тыл ĕçченĕсем, çав шутра: 1941 çулхи июнь уйăхĕн 22 - 1945 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕсенче тылра ултă уйăхран кая мар ĕçленисем, СССРăн вăхăтлăх оккупациленĕ территорийĕсенче ĕçленĕ тапхăрсăр пуçне; Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче хастар ĕçленĕшĕн орден-медальпе наградăланисем - 1000, нацистсен концлагерĕсен, тĕрмисен, геттосен çул çитнĕ узникĕсем пулнисем - 1000 тенкĕ илĕç.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнĕ ятпа паракан пĕр вăхăтлăх тÿлеве пирĕн республикăра малтанласа палăртнă тăрăх 46 пин ытла çын 101 млн тенкĕлĕх тивĕçет.
Кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен мĕн пур пенси - çав шутра ватлăхри ĕç пенсийĕн страховани пайĕ, инвалид пулнипе илекенни тата тăрантарса пурăнакана çухатнишĕн параканни, 6,3 процент хăпарать; патшалăх тивĕçтерекен пенсисем (социаллă пенсисем, вăрçа хутшăннă çынсен иккĕмĕш пенсийĕсем, çар çыннисем вилсен ашшĕ-амăшне паракан пенсисем тата ытти) 8,8 процент пысăкланаççĕ.