26 марта 2010 г.
Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекенсем тата милицин участокри уполномоченнăйĕсем, ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем, уголовлă шырав оперуполномоченнăйĕсем пĕрле районти шкулсенче пулса учительсемпе, вĕренекенсемпе тата ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулусем ирттерчĕç. Вĕсем калаçу вăхăтĕнче ачасен обществăлла вырăнсенче хăйсене тыткаламалли нормăсене пăхăнмалли пирки, наркотиклă, психотроплă, пуçа минретекен япаласемпе, çавăн пекех туртмалли тĕрлĕрен хутăшсемпе усă курассине чарса лартмалли çинчен калаçнă.