АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Налукçăсен çĕнĕ пуçлăх

26 марта 2010 г.

Федераллă налук службин приказĕпе Федераллă налук службин Чăваш Республики тăрăх ĕçлекен районсем (Вăрмар, Куславкка, Красноармейски, Çĕрпÿ) хушшинчи 7-мĕш инспекцийĕн начальникĕ пулма Анатолий Николаевич Кузнецова çирĕплетнĕ.

Анатолий Николаевич Кузнецов 1957 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче Тутар АССРне кĕрекен Çĕпрел районĕнче çуралнă. 1985 çулта "Экономист" специальноçпа Хусанти В. Куйбышев ячĕллĕ финанспа экономика институтĕнчен вĕренсе тухнă. 1996 çулччен Тутарстан тата Чăваш Республикисенче тĕрлĕрен должноçсенче вăй хунă. 1996-1998 çулсенче патшалăхăн Чăваш Республикинчи налук инспекцийĕнче алкоголь продукцийĕ тĕлĕшпе патшалăх монополийĕпе тивĕçтерекен тата çак сферăра налуксем пырса кĕрекен уйрăм начальникĕ пулса ĕçленĕ. 1999-2001 çулсенче - Раççей Федерацийĕн налук пухас тĕлĕшпе ĕçлекен ЧР министерство управленийĕн алкоголь тата табак продукцийĕшĕн налуксем хурас енĕпе ĕçлекен уйрăм начальникĕ пулнă. 2001 çулхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа Раççей Федерацийĕн Чăваш Республики тăрăх ĕçлекен районсем хушшинчи Кÿкеçри 5-мĕш инспекцин ертÿçи пулса ĕçленĕ. Çемьеллĕ. Икĕ ывăл çитĕнтернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика