АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патăрьелсем уява хатĕрленеççĕ

26 марта 2010 г.

Ахальтен мар Юхма тăрăхĕ пĕлтĕрех пысăк строительство площадкине куçнă. Çу каçа нумай хваттерлĕ 17 çурта тĕпрен юсанă. Çакăн валли Раççей Пулăшу фондĕнчен 10 миллион килнĕ. Унсăр пуçне республика тата район бюджечĕсенчен икшер миллион уйăрнă. Халăхран пухнă 800 пин тенкĕпе танлаштарсан çакă - чăннипех те пысăк сумма. Пĕлтĕрех районта 28 пин тăваткал метр пурăнмалли лаптăка хута янă. Патăрьелĕнчи 24-шар хваттерлĕ икĕ çурта çамрăк çемьесем йышăннă. Пĕлтĕр шăтăк-путăк çулсене те чылай тикĕсленĕ. Çакăн валли 26 миллион тенкĕ е, планпа пăхнинчен ултă процент нумайрах, уйăрнă. Унсăр пуçне урамсене йĕркене кĕртме ял тăрăхĕ тата 10 миллион тенкĕпе усă курнă. Район центрĕнчи Культурăпа кану паркĕ çĕнелнине иртен-çÿрен асăрхать. Патăрьел урамĕсенчи тротуарсем те нумай чиперленнĕ. Вĕсен хĕррипе хунарсем çакнă. Республика кунĕнче Патăрьелсене ĕмĕрĕпе тенĕ пекех канăç паман ыйту татăлмалла - тасатакан сооружение хута яраççĕ. Хальлĕхе унта ĕçĕн 85 процентне пурнăçланă ĕнтĕ. Çав кун Патăрьелне таса шывпа тивĕçтермелли тытăма патшалăх комиссине кăтартма палăртаççĕ. Ленин урамĕнчи 15 хваттерлĕ, офиссемлĕ, лавккаллă тата 24 хваттерлĕ тăватшар хутлă çуртсенче ĕç вĕçленсе пырать: тăррисене витнĕ, газпа электричество пур.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика