23 марта 2010 г.
Районта çултан-çул пултарулăх коллективĕсен отчет-смотрĕ пулса иртет. Нумаях пулмасть Кĕлкешри культура çуртĕнче те пулчĕ.
Ташă-юрăпа кăсăкланакансем кунта туллиех пуçтарăнчĕç, ял артисчĕсене тулли кăмăлпа, пысăк хаваспа алă çупса кĕтсе илчĕç. Концерта А.Мокеева ертсе пычĕ. Юрра-ташша маçтăр педагогика ĕçĕн ветеранĕн пур сăмахĕ те вырăнта, килĕшÿллĕ те илĕртÿллĕ. Репертуарĕ те питĕ çыпăçуллă пулчĕ: вырăс тата чăваш юррисем, тĕрлĕрен инсценировка-пародисем. Хĕрарăмсене валли халалланă юрă-кĕвĕ, арçынсене, ачасене, çамрăксене, ватăсене - пĕрне те хăварман, пуриншĕн те вăхăт усăллă та савăнăçлă иртрĕ.
Çĕнтерÿ кунĕ çывхарса килнĕ май, концерта хорпа «Катюша», «Жди солдата» юрăсене илемлĕн шăрантарса уçрĕç. Уйрăм артистсен пултарулăхĕпе те кăштах мухтанас килет. Чăн малтанах И.Алексеевана илер-ха. Пур енĕпе те маттур артистка. Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ вăл халăха хăйĕн чунри вăй-хăвачĕпе, активлăхĕпе. Унăн хĕрĕ М.Хохлова та çавăн пекех маттур пулчĕ. И.Малышева, Е.Абросимова, Е.Васильева, И.Илларионова, М.Родионов уçă илемлĕ сасăпа юрланине итлеме кăмăллă пулчĕ.
З.Жандарова хăй купăсне каласа «Атте» юрра кăмăллă юрларĕ. А.Миронова юрлакан «Кăвак чечек» юрă та питĕ хумхануллă та тарăн шухăшлă пулчĕ.
Çав тери хитре уçă саслă В.Молодкина çамрăк артисткăсăр вара пирĕн пĕр концерт та иртмест. Татах та татах итлес килсе тăрать, тÿрех чун çамрăклăха талпăнать.
Унсăр пуçне концерт куракансене ялти маçтăрсем хăйсен аллипе ăсталанă япаласен выставки хавхалантарчĕ. Уйрăмах Е.Миронова, А.Козерова, Е.Васильева ăстаçăсен произведенийĕсем куç умĕнче.
Шкул ачисем кунтах «Вăрçă ачисен куçĕпе» темăпа ÿкерчĕксен выставкине йĕркеленĕ. Çĕнтерÿçĕсем ятне Н.Порфирьева (2 кл.), С.Матвеева (5 кл.), А.Кузьмина (8 кл.) тивĕçрĕç. Вĕсене тата тепĕр 8 призера Кĕлкеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Данилов грамота парса чысларĕ. Зала курма пуçтарăннă халăха, культура çурчĕн директорне Е.Абросимована, концерта илем кÿрсе пыракан З.Жандаровапа М.Григорьева баянистсене, артистсене уява тĕплĕ хатĕрленсе ирттернĕшĕн чĕререн тав турĕ, çитĕнÿсем тума сунчĕ.