23 марта 2010 г.
Вăхăт пĕр вырăнта тăпăртатса тăмасть çав. Пуш уйăхĕ те вĕçленсе пырать. К.В.Иванов мĕнле ытарлă сăмахсем шăрçаланă çак ырă та илемлĕ уйăх çинчен. Çакна эпир «Нарспи» поэмăра чун-чĕре витĕр туятпăр, куратпăр, киленетпĕр. Мĕн чухлĕ пуянлăх, черченлĕх. Сăваплăхĕ те çак поэма тĕшшинчех пытаннă. Çак çул тата хаяр та каварлă чĕр чунпа - тигрпа çыхăннă. Пирĕн тăрăхра çук вăл. Ăна эпир сенкер экран çинче е зоопаркра кăна курма пултаратпăр. Çак пысăк пĕçук кăçал ыррине илсе килессе шансах тăратпăр эпир. Вăкăртан чылай хăватлăскер вăл. Апла пулсан иртнĕ çулăн пăтăрмахĕсене пĕтерме шанăç пур-ха пирĕн. Зоопарк тенĕрен, ачасене асăрхаттарам-ха: патакпа е урăх япалапа сăмсинчен тĕкме ан хăтланăр, тÿрех каплаттарма пултарать, сиссе те юлаймăр, пĕç-пĕç тесе алăпа ачашланине те килĕштермест. Пуш уйăхĕ пирĕн питĕ пысăк уявпа сăлтавланнă. Хĕрарăмсен праçникĕ вăл. Пĕтĕм тĕнчери вăрăм çÿçсем çак куна паллă тăваççĕ, пĕчĕккинчен пуçласа чылай çулланнисемшĕнех уяв. Упăшки, ачисем мăшăрĕсене, йăмăк-аппăшĕсене, асанне-кукамайсене саламлама хитре чечексем, илемлĕ те шукăль тутăр е кĕпе туяннă. Сăвă-юрăсем, саламсем, парнесем тата темĕн те пĕр. Пурте хĕрарăмсемшĕн, чиперккесемшĕн. Çапла пулмасăр. Вĕсем-çке кил вучахне чĕртекенсем, ăшшине упракансем, ача-пăча çуратса тĕрĕс воспитани парса çитĕнтерекенсем. Апла пулсан черченкĕскерсене саламламаллах пирĕн, кунсерен пулăшмалла. Çак кун çеç мар, ытти чухне те кăвакарчăнсен йăлипе пурăнмалла.Турри çапла çырнă, хушнă та. Çут çанталăкĕ те ыр кунсем çитнишĕн савăнать. Тÿпери сар хĕвелĕ уйрăмах хĕрарăмсене хăйĕн ăшшипе çупăрлать ав. Сипетлĕ те таса, уçă сывлăш чуна уçăлтарать, малалла пурăнас, юратас туйăмсене çĕклет.