АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çурхи вулавсем»

23 марта 2010 г.

Март уйăхĕн пуçламăшĕнченех районта «Çурхи вулавсем» литература марафонĕ пырать. Çак акци вăхăтĕнче пирĕн тăрăхри пур библиотекăсенче те йышлă мероприятисем иртрĕç. Сăмах май, тĕп библиотекăна илсен кăна «Юратупа илем - пурнăç тĕрекĕ», «Литературăллă Чăваш Ен - 2008 çулхи çулталăк кĕнеки», «Паллашăр: çамрăксем», «Кĕнекесем - юбилярсем» куравсен презентацийĕсем иртрĕç. «Чăваш Енпе паллаштаракан курав коллекцийĕ» мультимедиа кăларăмсен выставки те, К.Иванов 120 çул тултарнă тĕле пултарулăхĕпе паллаштаракан литература дилижансĕ те нумай куракана илĕртрĕ. Авторсен кунĕнче вара литературăна юратакансем Н.Иванов-Пархатарпа тата Н.Михайловпа (Сухаллă Микулай) тĕл пулчĕç. «Выставкăна паян йĕркелетĕп Эпĕ» курав премьери уйрăмах кăсăклă иртрĕ. Ăна Вăрмар поселокĕнче пурăнакан, библиотекăна тăтăшах çÿрекен А.Васильев йĕркеленĕ. Ку туса ирттернĕ ĕçсен пĕтĕм калăпăшĕ мар-ха, кашни кун иртекенсен ятне асăнни чылай вырăн йышăнĕччĕ.

Мартăн 24-мĕшĕнче «Истори валли алă пусни» (вулакансен хаçачĕ), мартăн 25-мĕшĕнче «Пĕр кун та кĕнекесĕр» (районти предприятисем тăрăх литература десанчĕ) иртĕç. Фестиваль мартăн 27-мĕшĕнче «Эпир кĕнекепе тĕнчене уçатпăр» историпе литература сехечĕпе вĕçленĕ. Вăл 15 сехетре тĕп библиотекăра уçăлĕ. «Кĕнекене уçакан - тĕнчене уçакан», - тенĕ авалах. Эппин, ăна уçма кая ан юлăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика