23 марта 2010 г.
Федерацин налук службин республикăри управленийĕ налук тÿлекенсене информаципе çыхăннă çĕнĕ пулăшу ĕçĕ кÿме тытăннă. Халĕ уйрăм çынсен транспорт, çĕр тата пурлăх налукĕсемпе çыхăннă парăм пирки кĕсье телефонĕпех пĕлме май пур - 8-919-657-55-55 номерпе хăвăрăн ИННа кăтартса СМС кăна ямалла. Хурав вырăнне гражданинăн парăм пурри (унăн виçине палăртсах) е çукки пирки пĕлтерÿ килет.
Çын парăм виçи пирки тĕплĕнрех пĕлес тесен асăннă номерпех тепĕр пĕлтерÿ ямалла - унăн пурлăхĕ шутра тăракан инспекцин тăватă цифрăллă кодне асăнса. Ăна çийĕнчен инспекци адресне, унпа çыхăнмалли телефон номерне палăртса тивĕçлĕ информаци ярса парĕç.
Çак информаци сервисĕ тÿлевлĕ. Ыйту яраканран СМС-пĕлтерĕвĕн стандартлă хакне илĕç. Апла пулин те çакă налук инспекцине кайса çÿрессинчен меллĕрех ĕнтĕ. Вăхăт перекетленет, СМС-пĕлтерÿсемпе туслă маррисене вара налукçăсем çакна аса илтереççĕ: парăмсем пирки ФНС управленийĕн сайтĕнче те (www.r21.nalog.ru) «Налук тÿлекенĕн уйрăм пÿлĕмĕ» сервис урлă пĕлме май пур. Ку пулăшу тÿлевсĕр.