23 марта 2010 г.
Хула çывăхĕнчи пуйăссен рейсĕсене чакарнă май чукун çул çывăхĕнче пурăнакансемшĕн ĕçе çÿрес тĕлĕшпе чăрмавсем тухса тăчĕç. Хула çывăхĕнчи пуйăссем кивĕ расписанипе çÿрессине, çавăн пекех пассажирсене автомобиль транспорчĕпе илсе çÿрессине йĕркелеме ыйтатпăр.
В.Храпов.
ЧР Стройминĕ хуравлать: Чукун çулпа усă курассипе çыхăннă тăкаксем палăрмаллах ÿснине, пассажирсен юхăмĕ улшăнсах тăнине (хуласен çывăхĕнчи маршрутсемпе пĕлтĕр 1207 пине яхăн пассажир усă курнă. Çакă 2008 çулхи кăтартăвăн 66 проценчĕ кăна) кура Горьки чукун çулĕ çинче пассажирсене илсе çÿресси тăкаклă пулса тăнă. Çак сăлтава кура Горьки чукун çулĕ «Канаш-Шупашкар», «Канаш-Улатăр», «Канаш-Хусан», «Канаш-Çĕмĕрле» сыпăкĕсенчи рейссене чакарнă.
Хальхи вăхăтра ЧР Министрсен Кабинечĕ тата «РЖД» АУО филиалĕ - Горьки чукун çулĕ экономика хистекен тарифсене тĕпе хурса Чăваш Ен территорийĕнче халăха чукун çул транспорчĕпе тивĕçтерессине йĕркелемелли килĕшÿ хатĕрлеççĕ. Çав килĕшÿ проектне республика алă пуснă. Горьки чукун çулне ярса панă. Проектра палăртнă тăрăх, республика е муниципалитетсен бюджечĕсенчен пассажирсене чукун çулсемпе илсе çÿрессине пулăшмашкăн укçа уйăрма пултарайсан пуйăссен шутне ÿстерĕç.
Республика бюджетĕнче граждансен çăмăллăхлă категорийĕсем хула çывăхĕнчи чукун çул транспорчĕпе çÿренĕшĕн тÿлекен тăкаксене саплаштарма укçа пăхса хăварнă-и?
З. Окина.
Республика Финминĕ пĕлтернĕ тăрăх, РФ Правительствин 2009 çулхи февралĕн 31-мĕшĕнче кăларнă 1208-мĕш йышăнăвне пурнăçласа Чăваш Республикинче вĕренекенсемпе студентсем чукун çул транспорчĕпе çÿремелли тарифсем тĕлĕшпе çăмăллăхсем çирĕплетекен нормăпа право акчĕсене йышăнмалла. Çавна май республикăн 2010 çулхи бюджетĕнче чукун çул транспорчĕн организацийĕсене граждансен асăннă категорийĕсене илсе çÿренĕ май пулакан çухатăва саплаштарма субсиди памашкăн пăхнă. Регионти çăмăллăхçăсен шутĕнчи граждансен ытти категорийĕн çул çÿрев тăкакĕсене саплаштарасси пирки çакна калама пулать: вĕсен социаллă хÿтлĕх мерисене Чăваш Республикинчи вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене тата реабилитациленĕ çынсене, политика репрессийĕсене пула сиен тÿснисене социаллă хÿтлĕх кÿресси çинчен калакан саккунсемпе çирĕплетнĕ. Вĕсене уйăхсерен укçа тÿлеççĕ, общество транспорчĕпе усă курнин тăкакĕсене те çав виçере шута илнĕ. Республика бюджетĕнче асăннă саккунсемпе çирĕплетнĕ социаллă хÿтлĕх мерисем валли çуллен укçа палăртса хăвараççĕ.
Чăваш Енре кивĕ автомобильсене утилизацилемелли программа хăçан ĕçлеме пуçлĕ; Хамăр çĕршывра кăларнă çĕнĕ автомобиль туянма 50 пин тенкĕлĕх сертификата мĕнле илмелле?
В. Ерофеев.
ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви çапла пĕлтерет: Чăваш Ен Промэнергоминĕ Чăваш Республикинчи организацисен, асăннă сăнава хутшăнас тĕллевлĕскерсен, списокне ярса панă.
ЧР промышленноçпа суту-илÿ министерствин официаллă сайтне сăнава хутшăнакан организацисен списокĕсене вырнаçтарнă. Мартăн 2-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинчен асăннă списоксене 7 суту-илÿ организацийĕ («ТрансТехСервис-21», «Фердинанд Моторс», «Диал-Авто», «Автон», «Автофорум», «СТЛС», «Чебоксары-Лада» ОООсем) тата 1 утилизаци пункчĕ («Чăвашвтормет» АУО) кĕнĕ.
Çĕнĕ автомобиль туянмалли 50 пин тенкĕлĕх сертификата илме çакнашкал схема хатĕрленĕ. 10 çултан аслăрах автотранспорт хатĕрĕн хуçи машинăна Раççейĕн Промышленноçпа суту-илÿ министерстви тивĕçлĕ килĕшÿ тунă дилер центрне илсе килет, утилизаци пункчĕн пулăшу ĕçĕсемшĕн 3 пин тенкĕ тÿлет те машинăна шантару хучĕпе парса хăварать. Машина хăй тĕллĕн çÿреймест пулсан унăн хуçи автомобиль транспортировкишĕн те тÿлемелле. Унтан дилер транспорт хатĕрне ПАИре шутран кăларать, машинăна утилизаци площадкине ăсатать. ПАИ тата утилизаци площадки тивĕçлĕ паллăсем лартнă бланка дилера тавăраса параççĕ. Ăна тĕпе хурса гражданин 50 пин тенкĕ чухлĕ йÿнĕрех хакпа çĕнĕ автомобиль туянма пултарать. Транспорт хатĕрĕсене утилизацилемелли программăна пурнăçлассипе çыхăннă информаципе тĕплĕнрех Раççейĕн Промышленноçпа суту-илÿ министерствин сайтĕнчи (www.minprom.gov.ru) «Ятарлă проектсем» уйрăмра паллашма пулать.