23 марта 2010 г.
Хурт-хăмăр çемйисен хÿтĕленес вăй пысăк. Хуртăн сывлăхне шанчăклă сыхлакан прополисăн микробсемпе кĕрешес пултарулăхĕ вăйлă. Вĕллери пек таса та сывă лару-тăру ниçта çук тесе шутлаççĕ пулин те, пыл хурчĕсем час-часах йывăр та хăрушă чирсемпе асапланаççĕ. Çитĕннĕ хурт-хăмăр кăна мар, çăвăр хуртсем, çăмартасем чирлеççĕ. Вĕсен чирĕсем:
- аскосфероз - инфекциллĕ чирпе ытларах çăвăр хуртсем аптраççĕ. Çурасем çитĕнсе çитмесĕрех типсе мел пек шурă хытса лараççĕ. Анлă сарăлакан, ерекен питĕ хăрушă чир. Рамка çинче шуралнă ячейкăсене курсан пинцетпа кăларса сăнаса пăхмалла, нумайăшĕ çакна пергапа (хурт çăкăрĕ) аташтарать. Çуллахи ăшă кунсенче чир пусăрăнать те çук пек туйăнать. Çанталăк сивĕтсен нÿрĕк вăхăтра вăйланса пырать. Çак чирпе кĕрешмелли препаратсем микоаск, микозол - полоскăсем. Пĕр çемьене 2 полоска çакмалла, хуртсем вĕсене кăшласа яраççĕ. Çак чиртен пуçĕпех тасалас тесен тепĕр 5-7- кунран тата 2 полоска çакмалла. Хуртсене çĕнĕ таса ăвăс (карас) çине лартмалла. Ку чирпе кĕрешме шыв хутăшĕпе сапмалли асконазол, унисан, аскосан эмелсен усси пысăккине те палăртнă. Варроатоз пыйти аптратнипе те нумай хурт çемйисем пĕтеççĕ. Кунта препаратсемпе тĕрĕс усă курни вырăнлă. Фанерăпа сăхтарса (ислетсе) хатĕрленĕ çĕнĕ пысăк эффективлă препаратсем: Апидез - (акарицидпа пихта çăвĕн хутăшĕ). Пихта çăвĕнчен хатĕрленĕ полоскăсем шăршипе варроатоз пыйтине çеç мар акарапидоз пыйтине те пĕтереççĕ.
Варроадез - акарицидпа кориандр çу хутăшĕ. Кориандр çăвĕ варроатоз, акарапидоз пыйтисене; йăвара кĕве лĕпĕшĕн личинкисене пĕтерет. Çавăн пекех çунтармалли полоска полисанпа усă курсан, хуртăн карланкинчи варроатоз пыйтисем вилеççĕ. Пĕр полисан пластинкине чĕртмелле те тимĕр листин татăкĕ çине хурса летăкран вĕллене чикмелле. Тĕтĕмленсе выртнă вăхăтра çÿлти, аялти клеткăсене хупмалла мар. Çĕнĕ пысăк эффективлă шĕвек Биварол сапсан варроатоз пыйти 100 проценчĕпех пĕтнине палăртнă. Çак шĕвеке таса шыв хутăшĕ туса хуртсем çине сапмалла. Сиплемесĕр нимле чир те иртмест. Çавăнпа та çуркунне пĕрремĕш хут пăхнă хыççăн утарçăн чирпе кĕрешме тытăнмалла. Хурт çемйисене вăйланма, амана лайăх саптарас тесен стимовит, антивир, пчелодар, гармония природы, вирусан, пчелка стимуляторсене сахăр сиропĕпе хутăш çитермелле.
Çÿлте асăннă тата нумай эмелсене Мускав хулинче «Агробиопром» акционерсен хупă обществин фирминче хатĕрлеççĕ. Хурт-хăмăр ăстисемпе вĕсем 16 çул тачă çыхăну тытаççĕ, «Пчеловодство» журналта хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕн çырса кăтартаççĕ. Пур эмеле те галлограмма пичечĕпе кăлараççĕ. Хуртсене вăхăтра, çуркуннепе кĕркунне, кирлĕ пек пăхмасан пуçĕпех пĕтеççĕ. Мĕншĕн тесен хуртсем тăвăр пурăннипе пĕр-пĕрне сĕртĕнеççĕ, çавăнпа хуртсем хушшинче чир хăвăрт сарăлать, ыттисене чирлеттереççĕ. Санитарипе ветеринари мероприятийĕсене тĕрĕс, инструкципе килĕшÿллĕ пурнăçласа пымалла.