23 марта 2010 г.
Казначейство обществăлла финанс системинче, патшалăхăн финанс политикине аталантарассинче тĕп вырăн йышăнать.
Çавна май 2009 çулта Федераллă казначействăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн Вăрмар районĕнчи уйрăмĕ «2009 çулхи тата 2010-2011 çулсен тапхăрĕ валли планланă федераллă бюджет çинчен» федераллă саккуна, Федераллă казначействăн полномочиллĕ органĕсен касса йĕркине пурнăçлассине пахалăхлă аталантарассине тивĕçтерессине, Раççей Федерацийĕн бюджет системинчи бюджетсене йĕркелесе пырассине, бухгалтери отчетне вăхăтра тата оперативлă майпа хатĕрлесе парассине, Раççей Федерацийĕн финанс Министерствин, Федераллă казначействăн 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче тухнă çĕнĕ нормативлă право докуменчĕсене, казначейство уйрăмĕн иртнĕ çулхи ĕç планне пурнăçа кĕртессипе тĕпе хурса ĕçленĕ.
2009 çулта казначейство уйрăмĕнче бюджет системин пĕтĕм шайĕпе бюджетран илсе тăракансене 25-шне тивĕçтернĕ, вĕсенчен тăваттăшне пĕтĕмĕшле реестра кĕртнĕ. Бюджет системинче ĕçлекенсен уçă счечĕсен пĕтĕмĕшле шучĕ 41 единица шутланать, вĕсенчен федераллă бюджета расхутлассине пурнăçлассипе операци учечĕсем - 3, вырăнти бюджетсем - 35, вăхăтлăх усă курмаллисем - 2 единица.
Çулталăк пуçламăшĕнче бюджет системинче ĕçлекенсен счечĕ уçнă учрежденисен ĕç укçи парассин вăхăтне çирĕплетнĕ, кассăра юлнă лимит пайĕ пурри çинчен пĕлтернĕ.
2009 çулта «Вырăнти бюджет укçи-тенки» баланс счечĕ çинче 31554 тÿлев операцисем, федераллă бюджет счечĕн балансĕпе 11015 тÿлев операцисем пурнăçланă. Кашни кварталтах вырăнти бюджетран кассăна укçа-тенкĕ кĕнине тата тÿлевне тишкереççĕ. Иртнĕ çул пĕрлештернĕ бюджетăн укçи-тенки кассăна 381155,6 пин тенкĕ кĕнĕ. 2009 çулта федераллă бюджетран укçа-тенкĕ расхутлама 28973,5 пин тенкĕ уйăрнă, çакă унчченхи çулпа танлаштарсан 1,04 хут нумайрах.
Банк картипе бюджет тÿлевĕн системине çĕнетсе пыни экономикăри укçа-тенкĕ çаврăнăшне хăвăртлатма пулăшать. Федераллă бюджетăн расхутне эффективлă ÿстерес тата федераллă бюджет укçи-тенкине пахалăхлă йĕркелесе пырас тĕллевпе клиентсемпе тĕплĕн ĕçленĕ. Çавна май кашни кварталта тишкерÿ тунă, сотрудниксем банк картипе тивĕçнине пĕлнĕ. 2009 çулта сотрудниксен банк карти çине ĕç укçи куçнин пайĕ 72,2 процентпа танлашать.
Раççей Федерацийĕн 94 номерлĕ федераллă саккунĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ çул патшалăх контракчĕсен сведенийĕсене пурĕ 10 хатĕрленĕ. 2008 çулпа танлаштарсан, 2009 çулта федераллă бюджета тупăш кĕресси 1100,1 пин тенкĕ, республикăри бюджета - 2333,5 пин тенкĕ, пенси фондне - 5292,2 пин тенкĕ, медицина страхованийĕн фондне 336,7 пин тенкĕ ÿснĕ. Федераллă учрежденисене вăхăтлăх укçа-тенкĕ пырса кĕрессипе операцисем ирттеретпĕр. 2009 çулта 779,6 пин тенкĕ пырса кĕнĕ, касса расхучĕ вара 769,5 пин тенкĕпе танлашнă. Çакă унчченхи çулпа танлаштарсан 1,5 тата 1,4 хут ытларах. Вăрмар районĕнчи пĕрлештернĕ бюджетăн касса тÿлевĕ 377576,2 пин тенкĕпе танлашнă.
2009 çулта бюджет хушшинчи трансфертсен операцисене пурнăçлассипе çĕнĕ функцисем йĕркелесе бюджет системинче ĕçлекенсен счечĕ уçассипе пысăк ĕç туса ирттернĕ. Республика бюджечĕн системинче ĕçлекенсен счечĕсем - 1, вырăнти бюджетпа 18 уçнă. Ĕç тухăçлăхне ÿстерес, пулăшу памалли пахалăха лайăхлатас, çĕнĕ клиентсене явăçтарса документсене электронлă майпа хатĕрлессине йĕркелес енĕпе малалла активлă ĕçлетпĕр.
2008 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче тухнă 148 номерлĕ Раççей финанс министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн пирĕн уйрăмра бюджет учетне çĕнĕ инструкципе йĕркелес енĕпе ĕçсем туса ирттернĕ.
Пĕрлĕхре - вăй. Хальхи вăхăтра пирĕн уйрăмра 13 çын тăрăшса вăй хурать. Вĕсенчен вуннăшĕ патшалăх служащисем. Вĕсем пурте аслă пĕлÿллĕ.
Пĕтĕмĕшле каласан хамăр ума лартнă тĕллевсене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама тăрăшатпăр. Пирĕн специалистсен опычĕ, пĕлĕвĕ йывăрлăхсене çĕнтерсе пырасса шанатăп.