АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Элита вăрлăх – тухăç никĕсĕ

23 марта 2010 г.

Кĕçех март уйăхĕ вĕçленет, уй-хирте çурхи ака ĕçĕсем пуçланаççĕ. Районти хуçалăхсенче халĕ вăрлăхсене тасатса тирпейлесе акма юрăхлă кондицие çитерес тапхăр пырать.

Мартăн 15-мĕшĕ тĕлне пирĕн районти мĕн пур тĕрлĕ хуçалăхсенче планпа 22780 центнер вăрлăх хатĕрлемелле пулнă пулсан, паянхи куна 21210 центнер вăрлăх пур, е вăл 93 процентпа танлашать. Паянхи кун районти хуçалăхсенче пуринче те акмалли вăрлăх çителĕклĕ, «Арабоси» агрофирмăра акмалли вăрлăх çукпа пĕрех. Хатĕрленĕ мĕн пур çурхи акмалли вăрлăхсен 14200 центнерне тасатса кондицие çитернĕ те ĕнтĕ, ку 67 процентпа танлашать. Паянхи куна вăрлăх тасатса тирпейлес ĕç «АгроВладина» тата «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăсемпе «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики, «Шигали», «Иванов В.А.», «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче аван пырать. Акма тухиччен вăхăт нумаях та юлмарĕ, çавăнпа та ытти хуçалăхсен те вăрлăха кондици енчен пысăк пахалăхлă шая çитерес пулать. Кун çинчен фермерсен те манас марччĕ, мĕншĕн тесен кондицие ларман вăрлăхсемпе аксан хуçалăхсене пур енлĕн усă куракан субсидисене памаççĕ. Пахалăхлă элитлă вăрлăхсемпе акса хăварсан вĕсене патшалăх ятарласа пулăшу парать. Пĕлтĕрхи çул кăна районти хуçалăхсене элитлă вăрлăхсемпе акнăшăн патшалăх каялла 4 миллион та 500 пин тенкĕ укçа тавăрса панă. Ку шутран республика бюджетĕнчен кăна 3 миллион та 740 пин тенкĕ уйăрса панă, çав шутран «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикине - 1 миллион та 420 пин тенкĕ, «Арабоси» агрофирмăна 2 миллион та 212 пин тенкĕ, хресчен (фермер) хуçалăхĕсене: «Ямуков Г.Н» - 320 пин тенкĕ, «Захаров И.П.» - 202 пин, «Сапаркин А.Г.» 120 пин тенкĕ укçа каялла тавăрса панă. Каламасăрах паллă, элита вăрлăхпа аксан, тыр-пул тухăçĕ яланах пысăк пулать. Çавăнпа та хуçалăхсенче вăрлăхсене вăхăтра çĕнетсе, улăштарса тăмалла. «Мĕн акатăн çавă шăтать», - тенĕ мĕн авалтан. Вăрлăх - тухăç никĕсĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика