АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнма нумай та кирлĕ мар

23 марта 2010 г.

Савăнма нумай та кирлĕ мар

Çынна ырă туни нихăçан та çĕре ÿкмест текен ваттисен сăмахĕ вăйне яланах çÿлте тытать. Çакна районта пурăнакансем марафона хутшăнса татах та çирĕплетрĕç. «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» иртекен марафона кашниех хутшăнма тăрăшрĕ. Çапла пулмасăр, кунта пухнă укçа-тенкĕ тата ытти енлĕ паракан пулăшусем инвалид тата тăлăх ачасене, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене пулăшма каять. Нумаях пулмасть районти «Хĕрлĕ ялав» редакцийĕнче ĕçлекенсем марафона хутшăнса Арапуçĕнче вырнаçнă «Çемьене тата ачасене социаллă пулăшу паракан Вăрмарти центр» республикăри патшалăх учрежденийĕнче (малтанхи реабилитаци центрĕ) пулчĕç. Эпир пынă кун 17 ача хÿтлĕх тупнăччĕ кунта. «Çак ачасен кашнин хăйĕн шухăшĕ, кăмăл-туйăмĕ. Вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле. Кунта ĕçлекенсен вара ăшă кăмăлĕ те, сăпайлăхĕ те çителĕклех», - тет кунти директор Л.Руссанова. Хаçатçăсем вара ачасене шкулта кирлĕ вĕренÿ хатĕрĕсем парса хавхалантарчĕç. Çынна савăнма нумай та кирлĕ мар тенĕ пек, ачасен куçĕсем савăнăçпа çиçрĕç. Вĕсем савăннине кура аслисем те кăмăллă юлчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика