23 марта 2010 г.
Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвне депутатсем, район пуçлăхĕ В.Кириллов, унăн заместителĕсем, райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕпе пайсен начальникĕсем, секторсен заведующийĕсем, федераллă тата республика шайĕнчи службăсен руководителĕсем, хула тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем хутшăннă.
2010 çулхи район бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ А.Енькова тухса калаçнă.
Райадминистрацин ял хуçалăх, экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн тĕп специалист эксперчĕ А.Кузьмин 2010 çулта районта муниципаллă пурлăха приватизацилессин прогнозлă планĕпе паллаштарнă.
Депутатсем çавăн пекех райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн положенийĕн çĕнĕ редакцине çирĕплетнĕ.
Çавăн пекех депутатсене ытти тĕрлĕ ыйтусем те кăсăклантарнă, вĕсене пăхса тухса тивĕçлĕ решенисем йышăннă.