19 марта 2010 г.
Наркомани серепине ытларах ниçта ĕçлемен, пурнăçра хăйсен вырăнне тупайман çынсем çакланаççĕ.
Наркотиксен шутне кантăр (наркомансем ăна хăйсен чĕлхипе анаша, курăк, шмаль теççĕ), марихуана (каннабис), гашиш (каннабис сухăрĕ), мăкăнь улăмĕ (коконар), опийпе мăкăнь улăмĕн экстракчĕ, морфий, героин, ацетил опийĕ, кокаин, эфедрон, первитин, фенамен, экстази, натри оксибутирачĕ тата ыттисем те кĕреççĕ. Хăш-пĕр наркотика ÿсентăрансенчен, теприсене хими составĕсенчен хатĕрлеççĕ. Наркотиксемпе усă куракан çынсене тÿрех уйăрма пулать. Хăйсене ÿсĕр çын пек тытаççĕ вĕсем, хушăран сулăнса каяççĕ. Куçĕсем йăлкăшаççĕ, куç шăрçисем е сарăлса каяççĕ, е пĕрĕнсе лараççĕ. Шприцсемпе усă куракансен вара ÿт çинче йĕппе шăтарнă йĕрсем нумай. Опийпе, морфийпа, героинпа усă куракансем хăйсен çулĕсенчен чылай ватă курăнаççĕ. Çÿçĕ тĕксĕмленет, татăлать, ÿчĕ шуранка та типĕ, пĕркеленчĕклĕ вĕсен. Çавăн евĕр çынсем хăвăрт калаçаççĕ, чĕрĕ, дозăна ирттерсе усă курсан хăйсене ыйхăллă, анранă евĕр тытаççĕ. Кантăрпа, марихуанăпа, гашишпа усă куракансем сăлтавсăрах кулма пуçлаççĕ е темрен хăранăн курăнаççĕ. Куç шăрçийĕсем чарăлаççĕ, пичĕпе куç хупанкисем хĕрелеççĕ, хăвăрттăн сывлаççĕ, тытăнчăклăн калаçаççĕ. Наркотикпа ÿсĕрĕлнĕ çын ним пирки те шухăшламасть, хăйне питĕ çăмăлттай тытать. Унпа тăтăшах усă куракансем хăйăлтатса калаçаççĕ, хăйсене халсăр туяççĕ. Вĕсен куçĕсем шала путса кĕреççĕ, пÿрнисемпе куç хупаххисем чĕтреççĕ. Наркотикран мĕнле те пулсан аякра тăрасчĕ. Çыннăн пурнăçра кулянмалли, тарăхмалли, пăшăрханмалли, çавăн пекех савăнмалли сăлтав сахал мар. Çавăнпа кирек хăçан та, кирек мĕнле лару-тăрура та хамăра алăра тытасчĕ, наркотик енне туртăнас марччĕ. Пĕр хăнăхсан унран хăтăлма йывăр. Чун-чĕре, ăс-тăн, кăмăл-сипет енчен çирĕп пулни çеç этеме тĕрлĕ киревсĕрлĕхрен аякра тăма пулăшать.