19 марта 2010 г.
Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерствин «Вăрмар районĕнчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрĕ» республикăри патшалăх учрежденийĕ ватă çынсене хÿтлĕх парассипе чылай ĕç туса ирттерет
Тĕплĕнрех васкавлă социаллă пулăшу паракан уйрăм çинче чарăнса тăрас килет. Çак уйрăм 2009-мĕш çулхи майăн 12-мĕшĕнче ĕçлеме пуçларĕ. Кунта паянхи куна виçĕ васкавлă социаллă пулăшу паракан ĕçченсем ĕçлеççĕ: 1 - заведующи, 1 - специалист тата киле килсе социаллă пулăшу паракан ĕçчен. Вĕсен ĕçĕ çакă пулса тăрать:
- вĕри апат, апат-çимĕç пуххи, тумтир, атă-пушмак тата ытти чи кирлĕ япаласемпе тивĕçтересси;
- вăхăтлăх пурăнмалли вырăн тупса парасси;
- тĕрлĕ информаципе консультаци парасси;
- медицинăпа психологин васкавлă пулăшăвне йĕркелес енĕпе пулăшу парасси;
- ĕç вырăнĕ тупса парасси.
Социаллă пулăшу паракан ĕçченсем пĕччен пурăнакан ватăсене е мăшăрсене тата инвалидсене киле пырса пĕрер хутчен пулăшу пама пултараççĕ (кил-çурта тасатасси, магазинтан таварсем туянса илсе килсе парасси, коммуналлă ĕçсене кайса тÿлеме пулăшасси, сывлăх учрежденийĕсене илсе çÿресси тата ытти те).
Çавăнпа та эпир пĕччен пурăнакан ватăсене тата инвалидсене чĕнсе каласшăн - хăвăра тимлĕх е пулăшу кирлĕ пулса тухрĕ пулсан пирĕн уйрăмри ĕçченсем сире пĕрер хутчен пулăшу килсе пама яланах хатĕр. Пирĕн пата çак телефонсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать: 2-32-76; 2-12-97.