19 марта 2010 г.
Сывлăх пурнăçра чи хакли тетпĕр. Çавăнпа та кашни çыннăн хăйĕн сывлăхне çийĕнчех тĕрĕслеттерсе тăмаллине манса каймалла мар. Патшалăх та çакăн çине пысăк тимлĕх уйăрать, тÿлевсĕр диспансеризаци ирттерет.
Медицина тĕлĕшĕнчен пур енлĕн тĕрĕслес тĕллевпе районти халăха диспансеризаци ирттерессине 2006 çултах тытăннă. Çак вăхăтра организацисемпе учрежденисенче, хуçалăхсенче ĕçлекенсен сывлăхне тĕрĕслерĕмĕр. Халĕ районти тĕп больницăн специалисчĕсем куллен Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисене, инвалидсене, вăрçăра пуç хунисен мăшăрĕсене диспансеризаци кăлараççĕ. Çак ĕç Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас ĕç министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланса пырать. Çĕнтерÿ кунне уявланă тĕле районти пур ватăсене те тĕрĕслес ĕçе вĕçлемелле. Флюорографи, кирлĕ пулсан рентген, тăваççĕ, анализсене тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслеççĕ, биохими тĕрĕслевĕ ирттереççĕ тата ытти те. Вырăнпах выртакан чирлĕ ватăсене те тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Вĕсем патне те специалистсем килĕрен çÿресе сывлăхĕсемпе интересленĕç. Çавăн пекех Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас ĕç министерствин «2010-2012 çулсенче халăхсен диспансеризацине ирттересси» çинчен калакан хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2006-2009 çулсенче диспансеризаци витĕр тухманнисене туллин тĕрĕслетпĕр. Кунта ытларах ниçта та ĕçлеменнисем кĕреççĕ. Кăçал страховой полис пур кашни çын тÿлевсĕр диспансеризаци тухма пултарать. Диспансеризаци тухмалли çынсен списокне участокри врачсем хатĕрлеме пуçланă та ĕнтĕ. Сывлăха туллин тĕрĕслеттернĕ хыççăн анализсене пăхса çыннăн сывлăх шайне палăртатпăр. Мĕнпе чирлине палăртса çийĕнчех сыватма тăрăшатпăр. Диспансеризаци тухнă кашни çынна «Сывлăх паспорчĕ» текен документ паратпăр. Çакă вара çыннăн сывлăхĕ мĕнле шайра пулнине палăртать, çавăн пекех мĕнпе сывалмаллине тата харпăр хăйне еплерех тытмаллине, канмаллине, апатланмаллине палăртатпăр. Çапла вара кашни çыннăн хăйĕн сывлăхĕшĕн ытларах тăрăшмалла. Врачсем чирлĕ тесе палăртса учета илнĕ пулсан больницăна вăхăтра пымалла, сывлăха тĕрĕслеттермелле.