19 марта 2010 г.
Энĕшпуç ял тăрăхĕн администрацийĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн, йăлана кĕнĕ йĕркепе, кăçал çиччĕмĕш хут пулăçсен хĕллехи ăмăртăвĕ пулса иртрĕ. Халăх ял çумĕнчи Катек пĕви патне йышлăн пухăнчĕ. Пултаруллă пулăçсем (пĕтĕмпе вунтăваттăн). «Чи хăвăрт пăр шăтаракан», «Чи хăвăрт пĕрремĕш пулă тытакан», «Чи пысăк пулă тытакан», «Чи нумай пулă тытакан», «Чи йывăр виçеллĕ пулă тытакан» номинацисенче тупăшрĕç. Ăмăрту, палăртнă пекех, 10 сехетре пуçланчĕ. Малтанах пулăçсем пăра шăтарас енĕпе ăмăртрĕç. Кунта В.Сергеев (Энĕшпуç) пуринчен те çаврăнăçуллăрах пулчĕ,14 çеккунтран шыв çиеле тухрĕ. Е.Степановпа В.Тимофеев (Энĕшпуçсем) - иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем. Унтан пулăçсем уйăрса панă вырăна васкарĕç. Вĕсене тупăшма пĕр сехет кăна панă. Вырнаçса ларсан тепĕр икĕ минутран пĕрремĕш уланкă пулă В.Григорьев (Вăрманкас) вăлтине çакланчĕ. Вăл çак номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Унтан ыттисем те пĕрин хыççăн тепри пулăсем турта-турта кăларчĕç.
60 минут хушшинче С.Анисимов (Вăрманкас) чи нумай пулă тытса пĕрремĕш вырăна тухрĕ тата пĕтĕм пулăсен йывăрăшĕпе те вăлах çĕнтерчĕ. Чи пысăк пулă тытса С.Григорьев (Энĕшпуç) мала тухрĕ. Çивĕч ăмăртура В.Тимофеев, Н.Кириллов, А.Ильин, И.Иванов, Е.Степанов, В.Сергеев, С.Григорьев Энĕшпуçсемпе пĕрле Вăрманкас ялĕнчен ятарласа килнĕ В.Григорьев, Ю.Казаков, С.Анисимов, В.Кузнецов, А.Петров, тăхăр çулхи Р.Михайлов тата Кострома хулинчен хăнана килнĕ И.Виноградов пулăçсем вăр-вар пулса ăсталăх кăтартрĕç. Мала тухнă пулăçсене Энĕшпуç ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ О.Иванов грамотăсем тата хаклă призсем парса хавхалантарчĕ, пурне те çуллахи ăмăртăва хутшăнса тупăшма чĕнсе каларĕ. Чи çамрăк пулăç тăхăр çулхи Р.Михайлов уйрăм приз илме тивĕç пулчĕ.