19 марта 2010 г.
Республикăри район центрĕсенче спорт комплексĕсем ĕçлеме пуçланине пурте пĕлеççĕ. Çавсенчен пĕри вара - пирĕн районти «Илем». Хăшĕ-пĕрисемшĕн ку комплекс иккĕмĕш кил вырăннех пулса тăнă, мĕншĕн тесен вĕсене бассейн илĕртет.
Вăл çеç-и-ха, кам мĕнле спорт тĕсĕсене килĕштерет. Пĕрисене бокс хăй патне илĕртет, теприсенне теннис кăмăлне çĕклет, виççĕмĕшĕсем вара тĕрлĕ хусканусем тума ятарласа фитнес, тренажер залĕсене çÿреççĕ. Тĕрлĕ енлĕ спорт вăййисемпе тарланă хыççăн душ кĕрсе шыва чăмаççĕ, ун хыççăн каллех душран çăвăнса тухаççĕ. Хальлĕхе кунта сауна çук-ха, çитес вăхăтсенче ăна та тума планлаççĕ. «Спорт комплексне халăх сывлăхне çирĕплетме тунă, апла пулсан кунта пурне те çÿреме майсем туса памалла. Чылайăшĕ бассейнра ишме кăмăллать. Канăва тухнисенчен ятарлă ушкăн йĕркеленĕ. Вĕсем кун сиктерсе хăйсен палăртнă вăхăчĕпе çÿреççĕ. Хĕр арăмсем ытларах фитнес зала килĕштереççĕ, зал эрнипех пĕрре те пушанмасть. Ку секцине 5 ушкăна пайланă. Ăна методист-инструктор И.Алешин ертсе пырать. Вăл хăйĕн ĕçне чунтан парăннă, яваплăха туйса пурнăçлакан çын. Çынна яланах пулăшма хатĕр. Пурте сывлăхшăн кирлĕ процедурăсем. Сывлăх пурнăçра чи кирли-çке, уншăн укçа шеллемелле мар» , - теççĕ кунта вăй хуракансем. Комплекса хута янăшăн ватти те вĕтти те савăнаççĕ. Хăш-пĕр организацисемпе предприятисенче вăй хуракансем майне тупса эрне варринче те, ĕç хыççăн та комплекса çÿреççĕ, хăшĕсем вара - шăматкунпа вырсарникунсенче. Тĕслĕхрен, «Березка» тата «Ромашка» ача сачĕсенче вăй хуракан - Н.Федотова, В.Петрова, Е.Лукина,С.Левина, И.Николаева, Н.Мясникова, В.Шишкина, Г.Васильева воспитательсене - кашни шăмат кун комплексра курма пулать (ÿкерчĕк çинче). Пулас ăру çыннисене ырă тĕслĕх параканнисем тесе те калас килет ку хĕрарăмсем пирки. Вĕсем пушă вăхăта телевизор умĕнче ирттермеççĕ, комплекса утаççĕ. Апла пулсан спорт комплексĕ пурнăçăн чи çивĕч ыйтăвĕсемпе кĕрешме май туса парать тесе каласан пĕрре те йăнăшмастăп пулĕ.