АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куçĕсем те шывланчĕç

19 марта 2010 г.

Мартăн 13-мĕшĕнче Кавалти библиотекăра ветерансен пухăвĕ пулса иртрĕ. Малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Иванов тата районти социаллă хÿтлĕх паракан пай начальникĕ В.Иванов тухса калаçрĕç, вĕсем вăрçăпа ĕç ветеранĕсене çывхарса килекен Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламларĕç, вăрçă вăхăтĕнчи йывăр вăхăтра вăрçă ветеранĕсене фронтра хăйсене шеллемесĕр Тăван çĕршыва хÿтĕленĕшĕн, тыл ĕçченĕсене кунне-çĕрне пĕлмесĕр хастар ĕçлесе фронта пулăшнăшăн, Çĕнтерĕве çывхартнăшăн тав турĕç.

Унтан фронтра фашистсене хирĕç çапăçнă ветерансене, тылра ырми-канми ĕçленĕ ĕçченсене «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Çĕнтерÿ 65 çул тултарни» юбилей медалĕсем тата вĕсем çумне удостоверенисем парса чысларĕç. Медальсене илнĕ чухне нумайăшĕн куççулĕ те тухмасăр чăтаймарĕ. Ветерансем хăйсене манса кайманшăн, чысланăшăн пĕтĕм халăха, Раççей правительствине, Президента тав турĕç.

Унтан Кавалти культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕн членĕсем, М.Табакова ертсе пынипе, концерт лартса пачĕç. Куракансене В.Табаков хăй çырса кĕвĕленĕ «Ветеран, сывă пул, эс, ялан» юрра хăй юрлани, М.Табаковапа пĕрле «Юратсан» юрра юрлани питĕ килĕшрĕ.

Пултарулăх ушкăнĕ (А.Стекольщикова, Г.Иванова, Н.Веселовская, И.Иванова, Н.Владимирова) вара чăваш тата вырăс халăх юррисене хăйсен илемлĕ тата янравлă сассисемпе юрласа савăнтарчĕç. Кăмăллă саланчĕç килĕсене ватăсем. Хăйсене манманни, хисеп туни çав тери паха вĕсемшĕн. Пухăва пырайманнисене ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем киле пырса юбилей ячĕпе саламласа медальсем парса чыс турĕç. Çакăн пек пухусем, концертсем 65 çулхи юбилее чысласа, Кивĕ Вĕренерте, Пăвакассинче, Çиçтĕпере те ирттерĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика