АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ят-сум – ачасене ăс-тăн панинче

19 марта 2010 г.

Ят-сум – ачасене ăс-тăн панинче

Вĕрентекен çулталăкĕ педагог профессийĕн тата шкулăн ят-сумне çĕклет. Кашни çыннăн кун çулĕнче вĕрентекен пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Хальхи вăхăтра учитель ĕçне хак пама тытăнни питех те вырăнлă. ХХI ĕмĕр çĕнĕлле шухăшлама, самана таппипе тан утма пултаракан педагогсене шырать, унăн ĕç-хĕлне çутатма тăрăшать. Çакă вара вĕрентÿре нумай пулăшать. «Иртнисĕр малашлăх çук», - теççĕ, апла пулсан иртнĕ ĕмĕрте ачасене вĕрентсе воспитани панă, кун-çулне ачасемпе çыхăнтарнă педагогсен ĕçне аса илсе ырă сăмах калама та юрать.

Ырă сăмаха тивĕçнĕ вĕрентекенсенчен пĕри вара - Мария Павловна Вазанова. Вăл Анаткас ялĕнчи нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Павловсен çемйинче 4 ывăлпа 4 хĕр çитĕннĕ. Мария Павловна вара 7-мĕш хĕрĕ пулнă. Ашшĕ, Павел Никифорович, 4 класс кăна вĕренсе пĕтернĕ (вăл вăхăтра вĕреннĕ çын шутланнă) пулин те яваплă вырăнсенче ĕçленĕ, ачисене те мĕн пур вăйран вĕрентме тăрăшнă. Ачисем вара пурте вĕреннĕ çынсем пулса тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ. Кинĕсем те вĕреннĕ çынсемех тупăннă. Мария Павловна ача чухнех унăн аслă пиччĕшĕн арăмĕ, Раиса Ивановна, вĕрентекен пулнă. «Ман питĕ инке пек ачасене вĕрентес килетчĕ. Тен çавна пулах мĕн пĕчĕкрен учитель пулма хам ума тĕллев лартрăм. Ытларах математика предметне юрататтăм. Ача чухне шашкăлла выляттарни, задачăсем шутлаттарни те çак предмета юратма хистерĕ пулĕ», - тет иртнине аса илсе Мария Павловна. Ялти шкула вĕренсе пĕтерсен Вăрмарти 1-мĕш номерлĕ вăтам шкула вĕренме кайнă, унтан Канашри педагогика училищинче пĕлĕве малалла тăснă. Пуçламăш класс учительницин дипломне алла илет. Вăл вăхăтра вырăс чĕлхипе математика предмечĕсене вĕрентекенсем çитменнине кура вĕсене çак предметсемпе вĕрентме пултарни çинчен пĕлтерсе направлени параççĕ. Училищĕренех Чăваш Патшалăх институтне вĕренме кайма направлени те панă. 1962 çулта Çĕнĕ Кинчерти 8 çул вĕренмелли шкулта математикăна вĕрентме тытăнать. Çамрăк вĕрентекене кунта вăй хуракан опытлă учительсем пулăшсах пыраççĕ. Пурăна киле Мария Павловнана Çитмĕш каччи куç хывса вĕсем пĕр çемье çавăрма тĕвелеççĕ. Çапла вара пурнăç сукмакĕ ăна Çитмĕш ялне илсе çитернĕ. Вĕсем Геннадий Прохорович Вазановпа пĕрлешсе 5 ача çуратнă. Вăл вăхăтра Анаткасри 8 çул вĕренмелли шкулта математикăна вĕрентет. Ачисем те пĕринчен тепри пĕчĕккĕ. Çав хушăрах институтра заочнăй майпа вĕренет. Ансатах пулман çамрăкăн пурнăçĕ. Пурăна киле, Кĕлкеш ялĕнче вăтам шкул уçăлсан, вăл унта вĕрентме куçать. Шкулĕ Çитмĕш ялĕнчен аякрах вырнаçман, çыннисем те пурте çав тери кăмăллă. Н.Афанасьев, С.Уральская, Г.Егоров тата А.Мишина вĕрентекенсене вăл паянхи кун та ырăпа аса илет. Пултаруллă çынсемпе пĕрле ĕçлеме тÿр килнишĕн савăнать. Пĕр-пĕрне пулăшса ачасене тарăн пĕлÿ парассишĕн тăрăшнă. Вĕсем вĕрентсе кăларнă ачасенчен чылайăшĕ учитель профессине суйласа илнĕ - агрономĕ, инженерĕ, çар çыннисемпе шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлесе полковник званине çитнисем те нумай тата ытти те. Сăмах май каласан, çак йĕркесен авторне те Мария Павловна вĕрентнĕ. Тĕрĕссипе вара вĕсем ĕçленĕ вăхăтра вĕреннĕ ачасем кĕçех пенси çулне те çитеççĕ. Пурпĕрех вĕсем вăл вăхăтри вĕрентекенсемшĕн халĕ те ачасемех. Вĕсен пултарулăхĕшĕн савăнаççĕ, хуйхисемшĕн пăшăрханаççĕ. Ку шкулта вăл пĕр вăхăт директор заместителĕнче те вăй хурать.

Паянхи куна унăн пурте питĕ лайăх, нимĕншĕн те ытлашши кулянмаллиех çук. Шел пулин те ачисене, пĕчченех çитĕнтерсе, вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларма тиврĕ. Мăшăрĕ, Геннадий Прохорович, вăхăтсăр çĕре кĕрсе унăн пурнăçĕнчи савăнăçăн пĕр пайне хура чаршавпа карса хупласа хучĕ. Тĕлĕнмелле çын вăл, Мария Павловна, пурнăçра сахал мар хура-шур курнă пулсан та, пуçне усмарĕ, ачасене те çавнах вĕрентнĕ.

Унăн ĕç стажĕ 43 çул. Вăл ĕçре хастар та хисеплĕ пулнине ăна панă тĕрлĕрен Хисеп хучĕсемпе хаклă парнисенчен те пĕлме пулать. Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин (вăл вăхăтра çут ĕç) Министерствин Грамотисем те пĕрре кăна мар унăн. Учитель - методист тени хăех М.Вазанова мĕнле педагог пулнине палăртать пулĕ тетĕп. Вĕрентекеншĕн чи пахи вара - хăй вĕрентнĕ ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем хисеплени. Ку вара Мария Павловнан çителĕклех. Ун патне халĕ те хăй вĕрентнĕ ачасенчен саламлă çырусемпе открыткăсем килсех тăраççĕ. Вăл вĕсен чĕрисенче тарăн йĕр хăварнă. Ял çыннисем те ăна хисеплеççĕ, час-часах канаш ыйтма килеççĕ. Паянхи кун та вăл питĕ маттур, çивĕч. Кирлĕ пулсан, яланах пулăшма хатĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика