АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Педагог - йĕрлевçĕ

19 марта 2010 г.

Ÿсекен çамрăк ăру пирĕнпе пĕр ялта, пĕр урамра пурăннă вăрçă паттăрĕсемпе вăрçа хутшăннисене пĕлме тивĕç. Çĕнтерĕве çывхартма 1926 çулта çуралнисем те пулăшнă. Манăн малаллахи сăмахăм Иван Александрович Александров пирки пырĕ.

И.Александров 1926 çулта Шутнерпуç ялĕнче çуралнă. Энтри Пасар, Пысăк Енккассинчи шкулсенче те лайăх паллăсемпе вĕреннĕ. Çав çулсенчех (1942 çулхи март уйăхĕнчен) ялти почтальон пулнă. Шкултан вĕренсе тухсассăн, 1942-1943 çулсенче «Октябрь» колхоз счетоводĕнче вăй хунă. 1943 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче салтака кайма повестка илнĕ, часах ăна Вăрнар поселокне ăсатнă. Çакăнтан Иван Александровичăн салтак пурнăçĕ пуçланнă. 1944 çулхи майăн 31-мĕшĕнче ăна Псков хулинчен 30 çухрăмра вырнаçнă 161 стрелковăй полкăн 53 гварди стрелковăй дивизине янă. Вăл рота писарĕ пулса тăрать, ăна ефрейтор звание параççĕ. Çак çулах июль уйăхĕнче Калинин облаçĕпе Латви ССРĕн хушшинче Льжа юхан шывĕ патĕнче çапăçăва кĕнĕ. И.Александров 3-мĕш Прибалтика фрончĕн ушкăнĕнче пулнă. Пĕр çапăçура аманнă самантра улăштарса тăхăр аманнă салтакăн суранĕсене çыхса ярать, тăватă йывăр аманнă салтака çапăçу хирĕнчен илсе тухать. Çак паттăрлăхшăн Иван Александровича «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă. Волга хули патĕнче пынă çапăçура хăй те аманнă, сывалсан каллех хăйне вăрçа яма рапорт çырнă. 1944 çулхи ноябрь уйăхĕнче И.Александров иккĕмĕш Прибалтика фрончĕн 52 стрелковăй дивизинче отделени командирĕ пулать. Ăна «Гварди п.п. 25758 «м» знак параççĕ. Декабрь уйăхĕнчен пуçласа 1945 çулхи апрель уйăхĕччен И.Александров командирсене хатĕрлекен курсра вĕреннĕ, стрелковăй взвод командирĕ пулса тăнă. Лейтенант званине илнĕ хыççăн вăл 1946 çулхи март уйăхĕччен 17 стрелковăй полкри 32 стрелковăй дивизире службăра тăнă. Демобилизаци хыççăн тăван «Октябрь» колхозра счетоводра, председательте ĕçленĕ. 1949 çулта вăл ертсе пыракан хуçалăх патшалăха тырă вăхăтра парса татнă. Çакăншăн Иван Александрович ятне Чăваш АССРĕн Хисеп хăми çине çырса хунă. 1951 çулта Иван Александрович учитель пулас тĕллевпе Хусанти учительсен институтне пĕтерет. 1953-1958 çулсенче Шупашкарти педагогика институтĕнче пĕлÿ пухнă. Унтан «математикăпа физика вĕрентекенĕ» специальноçпе вĕренсе тухнă. Учитель ятне илнĕскер Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта математика учителĕ пулса ĕçленĕ. Часах Иван Александрович Аслă Чак шкулĕнче директор çумĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Шăп çак самантран вĕрентекен çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас тĕллевпе чылай ĕç туса ирттерет. Ачасене çапăçу çул-йĕрĕпе çыхăннă вырăнсене илсе çÿрет. 1972 çулта шкул ачисемпе Украинăра Н.Щорсăн йăмăкĕпе, Ольга Александровнăпа, тĕл пулса калаçаççĕ, музее çитсе килеççĕ, йĕрлевçĕсем Н.Щорспа юнашар çапăçнă ветерансен çул-йĕрне шыраса тупаççĕ, тĕрлĕ слетсене хутшăнаççĕ. Иван Александрович кашни тĕл пулуранах йĕрлевçĕсем шыраса тупнă паттăрсем çинчен район хаçатне заметкăсем ярса панă. 1972 çулта унăн «Совет Союзĕн Геройĕ», «Асран кайми тĕл пулу», «Щорс дивизийĕн çул-йĕрне йĕрлекенсен слечĕ» тата ытти те пичетленсе тухнă.

«Вĕрентекен» сăмахăн пĕлтерĕшĕ тем тери анлă теес килет манăн. Çитĕнекен ăрăва пăхса ÿстернисĕр пуçне И.Александров пропагандист та пулнă. Кирек мĕнле ыйтупа та тухса калаçма тÿр килнĕ унăн. Халăх хушшинче ĕçлесе пурăнакан Иван Александрович ятне 1974 çулта Вăрмар районĕн Хисеп хăми çине кĕртнĕ, вăл «Динамо» колхозри «Чи хисеплĕ лектор, агитатор, пропагандист» тесе палăртнă.

Иван Александрович ветерансемпе тĕл пулма та вăхăт тупнă. 1980 çулта вăл Мускавра пулнă, кунта Мускав хулине хÿтĕленĕ 3-мĕш Мускав стрелковăй дивизин ветеранĕсем пуçтарăннă. Часах дивизие «Гвардейский» ят панă, вăл гвардин 53-мĕш стрелковăй дивизийĕ пулса тăнă. Çак дивизире Осипов (Кинчертен), Ю.Герасимов (Хуруйĕнчен) пулнă. И.Александров пек вĕрентекенсем пирĕн хушăра пулни савăнтарать. Мĕншĕн тесен вĕрентекен пуçарăвĕ яланах ачасен асĕнче упранĕ, истори чăнлăхне хаклама вĕрентĕ.

Пысăк Енккасси шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика