АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кирпĕч кăларакансем пирки хывнă юрă

19 марта 2010 г.

Этеме пурнăçра мĕн кирлĕ?! Çурт! Çурт хăпартма чи меллĕ те юрăхлă материал - кирпĕч. Ăна тăмпа хăйăртан йăваласа кирлĕ пек хурмă тăватăн та вĕри кăмакара хĕртсе çирĕплететĕн - пулчĕ те ĕмĕрсем хушши ларма пултаракан кермен - çурт çĕклемелли асамлă япала. Çапла, çапла, асамлă япала. Кирпĕч пирки тахçан авалах этемлĕхĕн ăнлануллă тапхăрĕнчех пĕлнĕ иккен. Вĕрентÿ кĕнекисем çырнă, сăвăсем хайланă, юрăсем хывнă. Маçтăрсене вĕрентсе хатĕрленĕ... Библире ун пирки çапла çырнă: «Пĕр-пĕрне каларĕç: кирпĕч тăватпăр та вутпа хĕртетпĕр. Çапла чул вырăнне кирпĕчпе усă курма пуçларĕç».

Археологсем шыравсенче 25 пин çул каялла тăмран хĕртсе хатĕрленĕ тĕрлĕ япаласем тупнă. Чăвашсен мăн аслашшĕсемшĕн пăлхар-сăварсемшĕн те кирпĕч ăсталасси ют пулман иккен. I-мĕш Петĕр патша Пăлхар хулин чулпа кирпĕчрен купаланă çурчĕсен ишĕлчĕкĕсене курсан хăй тĕлĕнĕвне пытарайман - питĕ чаплă та мăнăçлă пулнă иккен пăлхарсем: çавăнпа вĕсен тĕп хулине пулас ăрусем валли сыхласа хăвармаллах...

Чăн та çапла: чаплă та мăнаçлă пулнă чăвашсен мăн аслашшĕсен пăлхар-сăвар çĕршывĕ. Вăл хальхи Тутар, Чăваш, Пушкăрт республикисен, Чĕмпĕр, Сарту, Самар облаçĕсен лаптăкĕсене йышăннă. Анчах та пулăхлă та пуян çĕршыв хаяр тăшмансене илĕртнĕ - Тамерлан çарĕсем çак илемлĕ тăрăха ним шелсĕр аркатса, çунтарса тухнă, вырăс ушкуйникĕсем те хăйсен ĕçне тунă. Сăварсем хăйсене сыхласа хăварас тесе Атăлăн сылтăм енне каçса пĕчĕк-пĕчĕк юхан шывсем тăрăх çул çÿресе пурнăç тума ырлăхлă вырăнсем шыранă, вăрман хăртса, çерем уçса ялсем пуçланă.

Чухăн теççĕ хальхи Чăваш çĕршывне. Çаплах-ши;! Çĕр айĕнчен хатĕр пурлăха уçласа е чавса кăларни çеç Çĕр-Анне пуяннине пĕлтерет-ши;! Ара, çĕр ĕçлесе тыр-пул çитĕнтерни, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни, ял тăсăмне аталантарни, çав шутра хамăрах ытлă-çитлĕ упранакан тăмпа хăйăртан - кирпĕч çапса халăх ыйтăвне тивĕçтерни - çĕршыв пуянлăхĕ мар-и-ха;!

Ачалăха аса илетĕп: пирĕн тăрăхра кирпĕч кăларакан цехсем е заводсем çукчĕ. Çавăнпа та вĕсене аякран кÿрсе килме тивнĕ. Çукран пур тума хăнăхнă чăваш ку чухне те аптăраман: пĕр çу тăм хатĕрленĕ, хĕлĕпе купара упранă хыççăн çĕр типсенех çав тăма çара уранах ашса (пысăкрах калăпăш чухне лашасемпе те аштарнă) çемĕçтернĕ, ятарласа хатĕрленĕ хурмăсене унаса хунă та хĕвел çинче типĕтнĕ. Мĕн тейĕр, çирĕпех пулса тухнă кирпĕчсем, вĕсемпе кăмака-каланкă тунă çĕрте те, çурт-хуралтă хăпартнă чухне те усă курнă. Е тата саман текен кирпĕчех илер. Тăмпа улăма е хăяха хутăштарса тунă пысăк кирпĕчсемпе вите-сарай туса лартнă. Кун пек хуралтăсене чăх-чĕп уйрăмах килĕштерет: типĕ, ăшă. Пирĕн тăрăхра саманран ăсталанă вите-хуралтăсем халĕ те пур-ха.

Паллах, хальхи вăхăтра кирпĕче килте ăсталасси манăçа тухнă ĕнтĕ. Çапах та халăхра час-часах Чак кирпĕчĕ çавăн пекчĕ, Вăрмарти кăларни капларахчĕ тенине илтетĕн. Ĕçленĕ хăй вăхăтĕнче Аслă Чакри «Арлан» артель, ĕçленĕ Вăрмарта кирпĕч кăларакан цех!

Виçĕм çулхине аса илетĕп: аслă çултан Чупай еннелле пăрăннă çĕрте прицеплă КамАЗ автомашина чарăннă. Шоферĕ, иртен-каян тĕл пулмасть-ши тесе пуль, кабинăран тухнă та йĕри-тавралла тĕмсĕлсе пăхать. Эпир ун умĕнче чарăнтăмăр.

- Энĕшпуçне кайма тухсаттăм, малалли çулне пĕлместĕп, çакăнтан тÿрĕрех терĕç те - Чупай тесе çырнă, ав, - терĕ вăл. Хăй вăл кÿршĕллĕ Тутарстан Республикинчен иккен. Темиçе ял çыннисем ăна Энĕшпуçсен кирпĕчне илсе килме инçе çула кăларса янă.

- Кунти кирпĕч кăмака е камин тума чухах вĕт, чăтăмлă, çирĕп. Пирĕн патăрта кăларни вĕрине чăтаймасть, часах тĕпренсе, ванса пĕтет, - пĕлтерет кÿршĕ республика çынни. Эпир ăна çак çулпах кайсан Энĕшпуçне мĕнле çитмеллине ăнлантартăмăр.

Иртнĕ çул пĕр пĕлĕш-журналист ĕççи вăхăтĕнче Энĕшпуçĕнче пулнă иккен. Кирпĕч завочĕпе паллашнă май кунти складсемпе кĕлетсем тырă-пулăпа, çĕрулмипе тулли пулнине курса тĕлĕннĕ.

- Чылай ялта тырă-пулă, çĕрулми çитĕнтерекен пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем арканса кайрĕç, нумай çĕр усăсăр выртать. Энĕшпуçĕнчи кирпĕч завочĕн коллективĕ, ав, хăйĕн тĕп ĕçĕсĕр пуçне ял хуçалăх культурисене çитĕнтерес ĕçе май килтерсе пырать. Мĕнле техника туянман - тепĕр пуян хуçалăх ăмсанса тăтăр, - тĕлĕнĕвне пытармасть хаçат ĕçченĕ.

Кирпĕчçĕсен тĕп ĕçĕ тесен вара - заводăн курав лаптăкĕнче темиçе пин хатĕр тавар выртать: çурт-йĕр строительстви валли те, кăмака-камин тума та...

Вулакан эп мĕнлерех çырнинчен кăшт тĕлĕнчĕ те пулĕ. «Мĕн эп кирпĕч çинчен вуламан-и; Энĕшпуçсен кирпĕчĕ мĕнлине пĕлместĕп-и; Хам та кăмака тума вĕсен кирпĕчнех туянтăм, газ кĕртнĕ чухне мăрье купалама та Энĕшпуçсен кирпĕчнех илсе килтĕм. Пĕлессÿ килсен, хамăрăн пÿрте те çавсен кирпĕчĕнченех хăпартрăмăр», - тейĕ вăл.

Çук-ха, эпĕ тĕрленчĕкĕмре И.Криковăн «Новая жизнь старого завода» ятлă кĕнекине вуласа пынă май пуçăмра çуралнă шухăшăмсене ÿкерсе кăтартас терĕм. Ара, çак кĕнекере хисеплĕ тавра пĕлÿçĕ Энĕшпуçĕнчи кирпĕч завочĕн 80 çулхи çул-йĕрне тĕпчесе тухнă-çке! Мĕн чухлĕ çĕнĕ хыпар: архиври, хаçатсенчи, аса илÿсенчи, тĕрлĕ ĕç хучĕсенчи... Сăн ÿкерчĕксен ярăмĕ заводăн пĕтĕм кун-çулне куç умне кăларать тейĕн. Çакна палăртар: Энĕшпуçĕнчи кирпĕч завочĕ районти чи ватă предприятисенчен пĕри, вăл ыттисем пек пурнăç тумхахĕсенчен такăнса ÿкмерĕ, аталанса пырса 80 çултан çирĕммĕшне «Шоркистринский» производство кооперативĕ» ятпа кирпĕч хатĕрлессипе çеç мар, ял хуçалăхĕпе те ĕçлесе çирĕппĕн малалла утать.

«Çак кĕнекене хатĕрлеме хавхалантарнăшăн тата пичетлесе кăларма пулăшнăшăн кооператив директорне И.Иванова, малашлăха шанакан, чăн патриота, сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыракан, спорта юратакан çынна тав тăватăп», - тет Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ И.Криков.

Хамăр енчен тата çакна палăртар: «Новая жизнь старого завода» кĕнеке тăван ен историне тĕпчекенсемшĕн те, вĕренекенсемпе вĕрентекенсемшĕн те илĕртÿллĕ пулмалла. Вулăр, ÿкĕнмĕр.

Редакцирен: И.Криковшăн 2009 çул чăннипех те тухăçлă пулчĕ. Февраль уйăхĕнче вăл «Слово о школе» (Энĕшпуç шкулĕн кун-çулĕ) кĕнекипе савăнтарчĕ. Архивсенче ларса, библиотекăсенчен тухмасăр тенĕ пек, нумай çын аса илĕвĕсене çырса илсе çул вĕçĕнче тепĕр кĕнекине «Новая жизнь старого завода» кун çути кăтартса вулакана пысăк парне кÿчĕ. Хастар тавра пĕлÿçĕ çавăн пек маттур пулнăшăн савăнатпăр, малашне те çитĕнÿсем сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика