АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке - ăс-хакăл пуçламăшĕ

19 марта 2010 г.

«Этем вулама чарăнсассăнах, шухăшлама пăрахать», - тесе каланă Франци халăх çыравçипе философĕ Дени Дидро.

Чăнах та ĕнтĕ кĕнеке вăл - пĕлÿ тĕнчине уçса кĕртекен алăк. Анчах шухăшласа пăхар-ха, мĕн чухлĕ вăхăт хушши пирĕн ачасем кĕнеке умĕнче лараççĕ? Вĕсем мĕн тата мĕнле вулаççĕ? Юлашки вăхăтра компьютерпа телевизор кĕнеке вырăнне çирĕп кĕрсе вырнаçмарĕç-ши?

Ачана усăллă литературăна вулама хăнăхтармалла, ăна суйлама вĕрентмелле. Ку ĕç ĕнтĕ ашшĕ-амăшĕсене хăйсене те ача-пăча литературине лайăх пĕлме хистет. Лайăх, пуян литература - пурнăçри ырлăхсем патне илсе пыракан çăл куç. Вĕсенчен пĕри - ача хăй сисмесĕрех тĕрĕс çырас хăнăхăвне ÿстерни. Ку вара хальхи тĕнчере çав тери пысăк çитĕнÿ. Юлашки вăхăтра тĕрлĕ организацисенчи пуçлăхсем тĕрĕс çырма пĕлекен çынсене тупма йывăр пулни çинчен калаççĕ. Ун пек çынсене хаклаççĕ, укçа-тенкĕ парса хавхалантараççĕ.

Ачан пĕчĕкренех вулама тата вăл вуланине ăнланма пĕлмелле. Çак хăнăхусем пулмасан пĕрремĕш йывăрлăхсене пĕтĕмĕшле экзаменсене тытнă вăхăтра тĕл пулать. Ачисене экзамен тыттарса курнă ашшĕ-амăшĕ кăна питĕ лайăх ăнланать. Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ тытма, ачан ыйтăва вуламалла, ăнланмалла, кун хыççăн тĕрĕс хурав памалла. Вуласа ăнланма, хăнăхма çак ĕçе пурнăçлама çав тери йывăр.

Мĕн тума пулать-ха ачасене вулама хăнăхтарас тĕллевпе, вĕсенчен чăн-чăн вулавçă ÿстерес тесе?

Чи пĕрремĕш те чи йывăр утăм вăл - ачана лартса вĕрентесси мар, хамăрăн улшăнасси. Енчен те вăл мĕн пĕчĕкрен ашшĕ-амăшĕ темиçешер сехет телевизор умĕнче ларнине курать пулсан, вăл эсир кĕнеке вуламалли çинчен вĕрентсе каланине еплерех ăса хывĕ-ши; Тепĕр енчен хăвăр кĕнеке вулатăр, вуланине сÿтсе яватăр пулсан, кунта вĕрентсе калани кирлĕ те мар. «Тăварланă хăяр» хăйĕннех тăвать: чĕрĕ хăяра тăварланă хăярсен пичкине ярсан, вăл та тăварланса каять. Пирĕн тĕслĕхре, вулакан çемьере - ачисем те вулаççĕ.

Вулама хăнăхтарас ĕçе мĕн пĕчĕкрен пуçламалла. Сирĕн тĕпренчĕкĕр тăватă уран упаленнĕ чухнех çак ĕçе пуçарса яма вăхăт. Сирĕн пепкĕр кĕнекесемпе вылятăр, вĕсем çине ÿкертĕр, çуртсем тутăр, машинăпа турттартăр тата ытти те. Çак ÿсĕмре çапла майпа кăна кĕнекене хăнăхтарма пулать. Тирпейлĕхе, кĕнекесене упрама вĕрентесси çитес тапхăрта пулĕ.

Çавăн пекех сас паллиллĕ теттесемпе выляттармалла, вĕсенчен сăмахсем йĕркелеме хăнăхтармалла. Унсăр пуçне, килти япаласем çине вĕсен ячĕсене çырнă хутсем çыпăçтарса хума юрать. Тепĕр кирлĕ самант вăл - мĕн пĕчĕкрен çывăрас умĕн кĕнеке вуласа парасси. Хальхи вăхăтра юмахсемпе литература произведенийĕсене аудио-кĕнекесем урлă та итлеме пулать. Вăхăт херĕпрех чухне, çывăрас умĕн, ачана çак «кĕнекене» ярса итлеттерме те пулать. Аслăрах ачасемпе литературăн паллă классикĕсене пĕрле итлесен те питĕ паха.

Тата тепĕр самант, ача кĕнеке юратма вĕрентĕр тесен, унăн хăйĕн ятарлă библиотека пулмалла. Унта вăл хăй вуланă кĕнекесене упратăр, çакăнтах ăна вĕренÿре пулăшакан кĕнекесем те пулччăр (словарьсем, энциклопедисем, журналсем тата ытти те).

Тепĕр утăм ачасене вулама хăнăхтарас ĕçре вăл - вĕсене «сенкер экранран» сивĕтесси. Телевизор вăл - ача аталанăвĕнчи чи пысăк чăрмав. Ăна нумай пăхни çитĕнменнисен шухăшлав хăвăртлăхне чакарать.

Тепĕр кăткăс ыйту - компьютер. Тĕрĕссипе вăл çыннăн пулăшаканĕ пулса тăмалла. Анчах нумай чухне ачасене тĕрлĕ компьютер вăййисем выляма тата Интернетра «аташса» çÿреме кăна кирлĕ. Психологсем тахçанах «игромани» хăрушлăхĕ пирки чан çапаççĕ. Алкоголизмпа тата наркоманипе танлаштарсан çак «чир» тата хăрушăрах. Компьютер вăййисенчен нумайăшĕ çамрăксен хавшак психикине аркатать, усал ĕçсем тума хистет.

Эпĕ, хамăн ачасем пĕчĕкрех чухне, юмах вуласа тухнă хыççăн асăннă юмах тăрăх ÿкернĕ мультфильм кăтартаттăм е, илемлĕ фильм пур пулсан, ăна кураттăмăр. Çакăн хыççăн ачасем кинора курнипе кĕнекере вуланине танлаштаратчĕç те кĕнеке чылай пуянрах пулнине тавçăрса илетчĕç. Халĕ те вара илемлĕ фильм пăхиччен малтан кĕнекине вуласа тухма тăрăшаççĕ.

«Ачасене тĕрĕс пăхса ÿстерни вăл - пĕр канмасăр кунĕн-çĕрĕн ĕçлесси, вĕçĕмсĕр вуласси», - каланă паллă вырăс çыравçи А.Чехов. Ачасем - пирĕн пуласлăх. Вĕсем ăслă та анлă тавра-курăмлă пулни çирĕп хÿтлĕх кÿрет. Çак шухăшах ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура та çирĕплетет: «... çÿллĕ шайри культурăпа тата пĕлÿлĕхпе» палăрса тăма чĕнсе калать вăл. «Ăслă та сывă ĕçченсемсĕр çĕнĕ технологисемпе ĕçлеме, конкурентлă пулма, ĕç тухăçлăхне малта пыракан çĕршывсенчи пек ÿстерсе пыма май çук», - тесе палăртать.

Çакна пурнăçа кĕртме: «... ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен те, ăс-тăнпа кăмăл-сипет, ăс-хакăл енчен те сывă çынсем кирлĕ...» тесе калать Н.Федоров. «Мĕншĕн тесен пирĕн урăх нимĕнле саппас та çук, хальхи тĕнчере этем ресурсĕ вара шăпах - чи кирли» сăмахсемпе вĕçлет вăл хăйĕн Çырăвне.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика