АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кивелчĕç...

19 марта 2010 г.

Раççейĕн Промышленноçпа суту-илÿ министерстви автомобиль производителĕсемпе е вĕсем полномочи панă компанисемпе тунă килĕшÿсен никĕсĕ çинче çĕнĕ автотранспорт хатĕрĕсем сутакан дилерсен списокне çирĕплетнĕ. Унта Раççейĕн 74 регионĕнчи 1,6 пине яхăн организаци кĕнĕ. Сăмах кивĕ транспорт хатĕрĕсен утилизацийĕпе ĕçлекен организацисем пирки пырать. Чăваш Енрен утилизаци площадки вырăнне «Вторчермета» суйласа илнĕ. Дилерсен шутĕнче - республикăри пĕр теçетке фирма. ЧР Промэнергоминĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кивĕ техникăна утилизацилемелли схема çапларах пулать: гражданин хăйĕн машинине дилер центрне илсе килет, утилизаци пункчĕн пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлет те автомобиле шантару хучĕпе парса хăварать. Машина хăй тĕллĕн çÿремест тĕк ăна илсе каяссипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсемшĕн те тÿлеме тивет. Унтан дилер машинăна ПАИре шутран кăларса утилизаци площадкине леçĕ. Унта паллăсем лартнă бланка дилера каялла тавăрса параççĕ. Ăна тĕпе хурса гражданин йÿнĕрех хакпа çĕнĕ автомобиль туянма пултарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика