19 марта 2010 г.
Пурте пĕлетпĕр, çăмăл машинăсем, шкул автобусĕсем çинче хăрушсăрлăх ременĕсем пур. Февраль вĕçĕнче Раççей правительствин пуçлăхĕ «Халăха турттармалли автобуссенчи лармалли вырăнсене хăрушсăрлăх ременĕсемпе тивĕçтересси çинчен» калакан йышăнăва алă пуснă. Вăл мартăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. Паллах, автотранспорт предприятийĕсем çĕнĕ йĕркене пурнăçа кĕртсе ĕлкĕреймен. Ременьсене çирĕп правилăсене пăхăнса вырнаçтармалла. Малтанах автобуссене техника тĕлĕшĕнчен Чулхулара экспертиза витĕр кăлармалла. Саккуна пăхăнас пулсан, автобуспа çÿрекенсене пурне те штрафламалла. ПАИ ĕçченĕсем хальлĕхе автобуссене чараççĕ, йĕркене пăснине пĕтермелле тесе предписани параççĕ.
Апрельтен мĕнлерех пулĕ-ха лару-тăру; Автобус салонĕнче хăрушсăрлăх ременьне çаклатман пассажир пулчĕ пулсан, чи малтанах водителе штрафламалла. Вăл салонти йĕркене сыхласа тăраканни. Ремене çаклатман пассажира 100 тенкĕлĕх штрафлаççĕ. Водитель ыйтнине пурнăçламасан, ременьсене çаклатмасан, автобус вырăнтан тапранмасть.
Вăрмар районĕнчи АТПра та çак йышăнăва пурнăçа кĕртес ĕç пырать. Пурĕ 8 ПАЗăн докуменчĕсене «Чувашавтотранс» ПУПа ăсатнă. Унтан автобуссене экспертиза витĕр кăлармалли документсене Чулхулари Çул-çÿрев хăрушсăрлăхĕн центрне яраççĕ. Унтан автобуссене ременьсем вырнаçтарма юранипе юраманнине, мĕнлерех вырнаçтармалли пирки заключени ярса параççĕ.