19 марта 2010 г.
Кашни çулах ял тăрăхĕн администрацийĕ вырăнти халăха иртнĕ çул палăртнă ĕçсене мĕнле туса пынипе паллаштарать.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов хăйĕн сăмахĕнче мĕн-мĕн туса ирттерни çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Шывпа туллин усă курасси, çул тăвасси - ял халăхĕ умĕнче тăракан чи çивĕч ыйтусем. Ку енĕпе ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçне лайăх енчен палăртмалла, мĕншĕн тесен çăл умĕсене тÿрлетнĕ, тараса тума ыйтса çырнисене пурне те пурнăçланă. Ленин, Первомайски урамсенчи тарасасене, администраци çывăхĕнчи çăла тĕпрен тасатса юсанă, тепĕр çăла тÿрлетме япалисене илсе хунă. Çак ĕçсене тума пурĕ 78 пин тенкĕ тăкакланă. Пĕчĕк виçĕ кĕпере юсаса йĕркене кĕртнĕ. Ленин тата Николаев урамĕсенчи çула тĕпрен юсаса хăпартнă, 376 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Хĕллехи вăхăтра урамсенчи çула юртан вăхăтра тасатса тăрассине, çурхи шыв-шур вăхăтĕнче шыв çулне кирлĕ çĕрелле уçса ярассине лайăх йĕркеленĕ.
Ял тăрăхĕн администрацийĕ умĕнче тăракан чи пысăк ĕçсенчен тепри - культура çуртне газпа ăшăтмалла тăвасси. Ку енĕпе 240 пин тенкĕлĕх ĕç туса ирттернине палăртрĕ В.Семенов.
Вăл ял хуçалăх, суту-илÿ, шкул, çыхăну уйрăмĕ, фельдшерпа акушер пункчĕ, культура çурчĕ, тĕслĕх библиотека, ялти предпринимательсен ĕçĕсемпе уйрăммăн паллаштарчĕ, нумайăшне лайăх енчен палăртрĕ.
- Яла тирпей-илем кĕртес ĕçре ял Пухăвĕн депутачĕсене ырласа хăварни вырăнлă, - терĕ Валерий Николаевич. Ку ĕçре кашни çулах уйрăмах В.Аверьянов, Ю.Архипов, Е.Павлова (1,3,6 суйлав участокĕсен депутачĕсем) пысăк активлăх кăтартаççĕ.
Ял тăрăхĕн администрацийĕ хăйĕн пĕтĕм ĕçне вăтам шкулпа, администрацин пур обществăлла организацийĕсемпе тачă çыхăнса йĕркелесе пырать.
Ялта вăрçă участникĕсем - 5, вăрçă (тыл) ветеранĕсем - 42. Çÿреме вăй-хал çитекеннисем пухăва пыма май тупнă. Вĕсен вăрçăри паттăрлăхне, тылри хастарлăхне манăçа кăларманнине палăртса Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 65 çул çитнĕ ятпа кăларнă юбилей медальне кашнин кăкăрĕ çине çакса ячĕç. Шел, вĕсен йышĕ кашни çулах чакса пырать.
Культура çуртне пынисем Л.Васильева, И.Абрамова çыхса тата тĕрлесе тунă ал ĕçĕсемпе, 7 класра вĕренекен М.Александров ÿкернĕ картинăсемпе, тăмран тунă тĕрлĕрен япаласемпе паллашрĕç, вĕсен пултарулăхĕнчен тĕлĕннине палăртрĕç.
Ялти художество пултарулăх коллективĕ хăйĕн юрри-ташшипе курма пынă халăха нумайччен савăнтарчĕ. Вăрçă участникĕсен, ветерансен, предпринимательсен, ялти хресчен (фермер) хуçалăхĕсен, вĕрентекенсен, çуралнă кун, юбилей ячĕпе янăрарĕç чунтан шăранса тухакан илемлĕ юрăсем.