19 марта 2010 г.
Районти пенси фончĕнче кашни кун халăх татăлмасть. «Пенси» сăмах пуртан кунта пенсионерсем çеç çÿреççĕ пек туйăнать, анчах та ку пачах та çапла мар. Кунта пĕчĕк ачасен амăшĕсем те кулленех хĕвĕшеççĕ. Вĕсем амăшĕн капиталĕн сертификатне илме тесе кирлĕ хутсем пуçтараççĕ тата ытти те. Унсăр пуçне кашни кварталтах Чăваш Республикинчи Пенси фончĕн представителĕсем килсе халăхпа тĕл пулаççĕ, тĕрлĕрен çивĕч ыйтусене татса параççĕ.
Март уйăхĕн çурринче кăна-ха районти пенси фончĕнче Шупашкартан килнĕ представительсемпе «Çавра сĕтел» йĕркелерĕç. Унта районти хăш-пĕр предприятисемпе организацисенчен профсоюз комитечĕн председателĕсемпе начальникĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе унта ĕçлекенсем пухăнчĕç. Вĕсене Чăваш Республикин пенси фончĕн управляющийĕн заместителĕ Ю.Шипов пенси фондĕнче юлашки çулсенче пулса иртекен çĕнĕлĕхсем çинчен каласа пачĕ, тĕрлĕрен ыйтусем çине хуравларĕ. Сăмах ытларах валоризаци тата страхланă взноса вăхăтра тÿлесси, вăхăтсăр вилнĕ çамрăксен пухăнса пыракан укçине вĕсен тĕпчĕкĕсем илме пултарни çинчен пычĕ.
«Çавра сĕтеле» тин кăна кун çути курнă пĕчĕк пепкесен амăшĕсене те чĕннĕ. Вĕсене вара чаплă лару-тăрура амăшĕн капиталĕн сертификатне пачĕç. Патшалăх пулăшăвĕн хальхи виçи 343378 тенкĕ те 80 пус. Амăшĕн капиталĕ шутĕнчен паракан пĕр вăхăтлăх тÿлеве - 12 пин тенке - тивĕçме ыйтса çырнă заявление мартăн 31-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Иккĕмĕш е ун хыççăнхи ача 2009 çулхи тăваттăмĕш кварталта çуралнă çемьесен - амăшĕн капиталĕн сертификатне илнисен - ăна тивĕçме çак кунран кая юлмасăр Пенси фондне пымалла. Çумра паспорт, амăшĕн капиталĕн сертификачĕ тата банкри счетăн реквизичĕсем пирки справка пулмалла. Укçана икĕ уйăх иртиччен куçарса параççĕ. Ашшĕ-амăшĕ унпа кулленхи пурнăçра усă курма пултарать. Паянхи кун тĕлне пĕр вăхăтлăх тÿлеве республикăра 16 пин çемье 191 млн тенкĕлĕх илнĕ, пирĕн районта вара - 445 çемье - 5 млн та 340 пин. Çемьери иккĕмĕш е ун хыççăнхи ача виçĕ çул тултарсан амăшĕн капиталĕпе виçĕ тĕллевпе - çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, ачасене вĕрентме тата амăшĕн пулас пенсийĕн пухăнса пыракан пайне йĕркелеме - усă курма пулать.
Паянхи куна камсем тивĕçрĕç-ха амăшĕн капиталĕн сертификатне? Мăнçырма ял тăрăхĕнчен Е.Кузнецовапа Е.Михайлова, Энĕшпуç ял тăрăхĕнчи Хуруй ялĕнчен Н.Григорьева, Энĕшпуç ялĕнчен В.Александрова, Кĕлкеш ял тăрăхĕнчи Тупах ялĕнчен И. Баранова, Арапуçĕнчен А.Порфирьева, Вăрмар хула тăрăхĕнчен Е.Павловапа Е.Петрова тивĕçрĕç. Вĕсене ял тăрăхĕсен представителĕсемпе вырăнти предприятисем парнесем парса хавхалантарчĕç. Çемьене йыш хушăнни яланах савăнăç кÿрет, амăшĕн капиталĕн сертификатне илме те çав тери кăмăллă пулни ача амăшĕсем çине пăхсан та палăрчĕ.
Халăх ыйтăвĕсене татса парасси пенси фончĕнче ĕçлекенсемшĕн чи пĕрремĕш тивĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ хальхи вăхăтра клиент службин ĕçне вырăна тухса йĕркелес тĕллевпе Раççей Пенси фончĕ 20 региона микроавтобуссемпе тивĕçтернĕ. Вĕсенчен пĕри пирĕн республикăна лекнĕ. Автобуспа вырăна çитсен унтах çынсене пĕр харăс икĕ специалист йышăнма пултарать, халăх ыйтăвне татса пама унта хальхи вăхăтри пур оборудовани те çителĕклĕ. Çакă вара граждансен пенсипе тивĕçтермелли страховани ирĕкне вăхăтра ĕçе кĕртме, унпа çыхăннă ыйтусене пĕлтерсе тăрассин шайне ÿстерме май парать.
Мартăн 24-мĕшĕнче çак микроавтобус Тикаш ял тăрăхне çитме палăртнă. «Çавра сĕтеле» хутшăннисем районти тĕп больницăна та çитсе килсе çĕнĕлĕхсемпе паллашнă.