19 марта 2010 г.
Çак тĕллеве тĕпе хурса ĕçлеççĕ «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприятинче вăй хуракансем. Килте хăтлă, ăшă пулсан, çын хăйне лайăх туять. 2009-2010 çулсенчи хутса ăшăтмалли сезона та вĕсем тĕплĕн хатĕрленнĕ. Иртнĕ çул ăшă паракан пăрăхсене, котельнăйсенчи оборудованисене юсанă. Кăçалхи хĕл кунĕсем сивĕрех пулсан та, хваттерсене ăшă парассине вăхăтра тивĕçтерсе пынă. Ку таранччен пĕр кăлтăксăр ĕçлерĕç çак предприятинче вăй хуракансем. Хальхи вăхăтра кунта пурĕ 86 çын тăрăшать. Пурĕ 34 котельнăя пăхса, тĕрĕслесе тăраççĕ. Вĕсенчен промышленноçра усă кураканнисем - 9, пĕчĕк котельнăйсем 25 шутланаççĕ. Ăшă паракан пунктсем - 8, узелсем - 62. Кунти рабочисем тăрăшнипех ĕнтĕ хальхи вăхăтра поселокри тата Чулкасри 80 çурта ăшă пырать. Ăшă паракан трасса пурĕ 13 километр шутланать. Вĕсенчен иртнĕ çул 425 метр тăршшĕ капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Кăçал та планпа 800 метр тăршшĕ тĕпрен юсас тĕллевлĕ. Çак çул пурнăçа кĕртмелли ĕçсем те чылай вĕсен. Предприяти пуçлăхĕ Ю.Никитин палăртнă тăрăх, кăçал квартальнăй котельнăйĕнчи ăшă паракан пункта çĕнетмелле. Унсăр пуçне иккĕмĕш номерлĕ котельнăя, районти тĕп больница территорийĕнчи ăшă паракан пункта тĕпрен юсамалла. Çак ĕçсене пурнăçлама вара укçа-тенкĕ чылай кирлĕ. Котельнăйсенчи оборудовани те вăхăт иртнĕçемĕн кивелсе пырать. Çавна май энергоресурссене перекетлеме май çукрах темелле. Темле пулсан та коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем пуçа усмаççĕ, май пур таран юсав ĕçĕсене пурнăçлама тăрăшаççĕ.
Коллектив ăнăçлăхĕ - пултаруллă ĕçченсенче. Кунта тăрăшса вăй хуракан А.Панфилов сварщик, М.Иванов, В.Григорьев слесарьсем, Ю.Иванов электрик, В.Григорьев тракторист-экскаваторщик, Н.Семенов мастер тата ыттисем те хваттер хуçисене ăшăпа тивĕçтерессишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Эпир вара çак пархатарлă та халăха кирлĕ ĕçре вĕсене ăнăçу сунатпăр.