16 марта 2010 г.
Кавал ялĕнчи пĕр гражданин хăйĕн хут уйăрттарман арăмĕпе вăрçса кайнă, ăна юри киревсĕр, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен кÿрентерекен сăмахсем каланă, РФ Уголовнăй кодексĕн 130 статйин 1-мĕш пайĕпе преступлени тунă. Çакăншăн ăна 40 пин тенкĕлĕх штрафлама, 3 уйăх ĕç укçине тытса юлма пултараççĕ е 6 уйăх таранччен юсанса тÿрленмелли ĕçсем тумалли айăплав кĕтет.
Çав каçах вăл хăйпе хут уйăрттармасăр пурăнакан арăмне, сусăрлатас тесе, чышкăпа питĕнчен çапнă. Çапла хĕрарăмăн пуçне, кĕлеткине кăвакартнă, шăйăрттарнă. Гражданин РФ Уголовнăй кодексĕн 116 статйин 1-мĕш пайĕпе преступлени тунă. Çакăншăн гражданинăн 40 пин тенкĕ штраф е виçĕ уйăх ĕç укçине тÿлемелле е 120 сехетрен пуçласа 180 сехетчен ятарлă ĕçсем тумалла е 6 уйăх таран юсанса тÿрленмелли ĕçсем тумалла е ăна 3 уйăх таран арестлемелли айăплав кĕтет.