АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аякри хамăр ума ан çиттĕр

16 марта 2010 г.

Юлашки çулсенче пурнăçра тăтăшах улшăнусем пулса иртеççĕ.Тен çавна пулах та пулĕ çынсем усалланса пыраççĕ. Пĕр-пĕрне куçран пăхсах суяççĕ, улталаççĕ е тата вилесле хĕнеме те именсе тăмаççĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕнчи сотрудниксем вара çак пулăмсене хирĕç тăтăшах тĕрлĕрен профилактикăлла мерăсем ирттереççĕ, хулиганла ĕçсем пулакан вырăнсене вăхăтра çитсе инкек тÿсекене пулăшаççĕ. Ĕç вырăнĕсем сахаллине пула çынсем ытларах сÿту-илÿ енĕпе ĕçлеççĕ. Кам патшалăха налук тÿлесех хăйĕн ĕçне малалла аталантарас тесе тăрăшать, тепри вара сумкка йăтса килĕрен-киле, предприятисемпе организацисем тăрăх çÿресе укçаллă пуласшăн. Виççĕмĕшĕсем çакăн пек çынсен хÿттипе ватă çынсене улталаса пуясшăн. Тĕрлĕ сăлтавсем тупса та вĕсем ватă çынсен кил-çуртне лекеççĕ: хăйсене пенси фончĕн работникĕсем пек те тыткалаççĕ, халăха хÿтлĕх паракан уйрăмра ĕçлетпĕр тесе те суяççĕ тата ытти те. Республикăра вара кун пек тĕслĕхсем пĕрре кăна мар пулса иртнĕ. Муркаш, Елчĕк, Етĕрне, Йĕпреç районĕсемпе Шупашкар хулинчи хăш-пĕр ватăсем суйса çÿрекенсен авăрне çакланнă. Тутлă çимесĕр, лайăх тăхăнса курмасăр пуçтарнă юлашки укçи-тенкине кăларса тыттарнă. Ку хутĕнче ĕçе юратакан, пĕр-пĕрне шанма хăнăхнă чăваш хĕрарăмĕсене ытларах чикан майрисем пек курăнаканскерсем тĕрлĕ енлĕ улталанă. «Юмăç яратпăр... Сирĕн çинчи таса мара тасататпăр...», - текен сăмахсене ан ĕненĕр. Палламан, халиччен курман çынсене алăк уçса ан кĕртĕр. Ытлашши шанчăклă, йăпăлтатса калаçакансенчен айккинелле пăрăнăр. Пенси пирки те сире хамăр районти ку енĕпе ĕçлекен яваплă çынсем кăна килĕрен ăнлантарса çÿреме пултарнине манса ан кайăр. Çапла вара аякра пулса иртнĕ пăтăрмахсем пирĕн тăрăха ан çитчĕр тесе тăрăшмалла. Инкек серепине айванла çакланмалла ан пултăр тесен пурин те тимлĕ пулмалла. Кÿршĕри ватăсен хапхи умĕнче ют çынна курсан е тата шанчăксăр пек курăнакан çынсемпе тĕл пулсан, тÿрех районти шалти ĕçсен пайне «02» е 2-19-08 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме васкăр, кунта сире талăкĕпех пулăшма хатĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика