16 марта 2010 г.
Атте... Епле мăнăçлă та пархатарлă, тĕлĕнмелле шанăçлăх, тĕреклĕх, ĕмĕтлĕх, малашлăх парса тăракан иккен эсĕ.
Шкулти уроксенче час-часах тĕрлĕ майпа аттесем çинчен калаçатпăр, çыратпăр. Кунта вара «Атте маншăн кам пулать;» ыйту çине çакăн пек хуравсем тухаççĕ. «Атте - вăй», «Атте - хăватлăх», «Атте - хÿтлĕх», «Атте - мăнаçлăх», «Атте - шанăçлăх». Сăнаса пăхнă тăрăх, çакăн пек хуравсене ытларах тĕрĕс-тĕкеллĕ çемьесенчи ачасем параççĕ.
Çулсем иртнĕ майăн çак сăмах пĕлтерĕшĕ маншăн та вара татах та ыталарах тĕрекленсе, çирĕпленсе, вăй парса тăнине туйса илекен пултăм. Тен тата çавăнпа та пуль - манăн тăван аттеçĕм эпĕ 3 çул тултаричченех çĕре кĕнĕ пирки пурнăçра качча каиччен тек никама та «атте» тесе чĕнсе курма шăпам кÿмен. Паянхи кун пекех ас тăватăп, епле хумхануллă пулчĕ мана пĕрремĕш хут хуняçана «атте» тесе чĕнме.
Халĕ вара чăннипех те савăнатăп, аттеçĕм, эсĕ пурришĕн, эсĕ сыввишĕн. Çавăнпа та манăн санпа вĕçĕ-хĕррисĕр калаçас килет, сан çинчен каласа парас килет, санпа мухтанас килет.
Манăн атте - хуняçа Валентин Григорьевич Теплов 1926 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче Арапуç ялĕнче çуралнă.
«... Мĕн тăвас тен, кашни ăрăвăн хăйĕн ăраскалĕ. Хăрушă вăрçă пирĕн ĕмĕтсене татрĕ..., - аса илнĕçемĕн кашнинчех куççулĕ шăпăртатса анать аттен. - Иртен пуçласа каçчен суха тунă, сÿренĕ, акнă, тĕш тырăпа пахча çимĕçе пухса кĕртнĕ. Вăрçа тухса кайнă вăй питти арçынсем вырăнне ĕçлемелле пулнă тыла юлнă ача-пăчасен, хĕрарăмсен, ватă çынсен. Пурте питĕ лайăх ăнланнă фронтри çĕнтерÿсем тыл ĕçченĕсем мĕнле пулăшнинчен нумай килнине».
Питĕ çиес килнипе çурхи хура пусăра крахмал пуçтараттăмăр. Унтан-кунтан тупкаланă е перекетленĕ çăнăхпа ячĕшĕн хутăштарса çав крахмалтан икерчĕ пĕçерсе çитеретчĕ анне. Пире лекес çăкăра, услам çăва, çăмартана, эпир тăхăнас кĕрĕкпе алса-чăхлана фронта ăсатнă. «Тăраниччен çеç çăкăр çисе курасчĕ» текен ĕмĕт пуçран тухман. Çавăнпа пуль ĕнтĕ тутлă çимĕçшĕн, хаклă тумтиршĕн хапсăнасси нихăçан та пулман», - каласа парать атте.
...Шухăш-кăмăлсем, аса-илÿсем. 1942 çулхи октябрь уйăхĕнче Вăрмарти çар ĕç комиссариатне чĕнсе илеççĕ ăна. Кунта 2 уйăх хушши çар ĕçне вĕрентеççĕ. 1943 çулхи январь уйăхĕнчен пуçласа апрелĕн 30-мĕшĕччен çакăнтах снайперсен курсĕнче вĕренет. Çак çултах ноябрь уйăхĕнче Вăрмар станцинче çара каякан çамрăк ачасене тавар пуйăсĕпе Ворошиловоград хули еннелле ăсатаççĕ. В.Теплов службăна аякри Хĕвелтухăçĕнчи 1-мĕш фронтри 42 полка лекет.
1945 çулхи августăн 9-мĕшĕнче вара милитаристла Японипе вăрçă пуçланса каять. Вăрçă çулĕ ăна Çурçĕр Корейăна илсе çитерет.
1948 çулхи октябрьте Çурçĕр Корейăран совет салтакĕсене каялла илсе тухнă хыççăн Валентин Григорьевич халĕ Приморье крайне кĕрекен Раздольная ятлă станцире службăна тăсать. 1950 çулхи апрель уйăхĕн вĕçĕнче тăван киле таврăнать.
Çапла вара, çак хăрушă вăрçă 8 çула яхăн пурнăçри чи илемлĕ вăхăта таптаса, ишсе, амантса хăварса тухса каять. 1951 çулта Арапуçĕнчех çуралса ÿснĕ çав тери илемлĕ хĕрпе Таисия Ванифатьевна Кудряшовапа пĕрлешсе çемье çавăрать. (Шел, çулталăк иртрĕ савнă мăшăрĕ çĕре кĕнĕренпе). 5 ача пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă Тепловсем. Мăнукĕсем те, вĕсем пурĕ 17, савăнтараççĕ асаттене, кукаçине.
Пĕр кун та ĕçсĕр ларса курман вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче. Паянхи кун та килĕнче пурăнакан мăнукĕсемпе кил таврашĕнчи ĕçсене тирпейлесех тăрать. Пурнăç нушине сахал мар тÿссе ирттернĕ пулин те, хăйне патвар тытма тăрăшать манăн атте. Килен-каякана яланах тараватлă вăл. Шкул ачисем хушшинчи тĕл пулусене те çÿреме тăрăшать. Унăн аса илĕвĕсем, каласа панисем иртнĕ пурнăç çинчен тĕплĕнрех пĕлме, хаклама пулăшаççĕ, вĕрентеççĕ, ăс параççĕ.
Тайма пуç сана, атте, пуриншĕн те. Малалла та санăн канлĕ ватлăх, вăрăм кун-çул, çирĕп сывлăх пултăр. Чăннипех те пурнăçра эсĕ пурришĕн сан пилÿпе манăн ачасен ашшĕ пурришĕн мухтанатăп.
Арапуç шкулĕ.