АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнчĕ халăх уявра

16 марта 2010 г.

Кĕлкешсем мартăн 8-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявне анлăн паллă турĕç. Ялти Культура çуртне халăх хаваспа, йышлăн пуçтарăнчĕ. Малтанах вĕсене Культура çурчĕн директорĕ Е.Абросимова ăшшăн саламларĕ. Хĕрарăмсене малалла та ĕçре çитĕнÿсем тума тата килти çемье тĕрекне тĕрĕс те ăшшăн тытса пыма сĕнчĕ. Çав кунах хĕле лайăх ăсатса ярас шутпа тĕрлĕ мероприятисем туса ирттерчĕç. Г.Миронов ача-пăчана илемлетсе кÿлнĕ лаша çунисем çине лартса ял йĕри-тавра вĕçсĕр-хĕрсĕр ярăнтарчĕ. Çакă уява тата пысăк илем кÿчĕ.

О.Егорова (Абросимова) ял-йыш валли çуллă икерчĕсем пĕçерсе тухса вĕри чейпеле кашнинех сăйларĕ. Ăмăртса сикекен, чупакан тата ытти вăйăсенче хутшăнакан çынсене вара ялти маттур пенсионерка В.Семенова килтен хăй хатĕрлесе килнĕ тутлă кукăльсемпе тата ытти çимĕçсемпе хăналарĕ. Кашнинех вăл ырă та ăшă сăмахсемпе саламларĕ. Çапла вара уяв пурне те питĕ килĕшрĕ.

Кĕтеснер халăхĕ Культура çурчĕ умне лăк туллиех пухăнчĕ. Кунта хĕле ăсатма палăртнă иккен. Пухăннисене «Шÿтлев» тата «Пăрçа патша» тĕрлĕ шÿтсемпе вăйăсем выляса савăнтарчĕç. Çĕнтерÿçĕсем парнесене тивĕçрĕç. Парнисене вара ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Данилов кăмăлпах тивĕçтерчĕ. Уяв хыççăн пурте залра пухăнчĕç. Унта район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Н.Васильева тата В.Данилов тылпа вăрçă ветеранĕсене медальсем парса чысларĕç. Çак ятпа тата Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ пысăк концерт лартса пачĕ. Унта шкул ачисем те, ялти çамрăксем те активлă хутшăнчĕç. Уйрăмах куракансене Д.Федорова синтезатор çинче тата Т.Питрукова баян çинче выляни, С.Филимонов, К.Андреев тата А.Семенов юрлани, шкул ачисем ташлани кăмăла кайрĕç. Ку залра ларакан хĕрарăмсем валли уяв ячĕпе чăн-чăн парне пулчĕ. Çак кун çуралнисемпе çемье çавăрнисем те юрă саламĕсене тивĕçрĕç. Куракансем тăвăллăн алă çупса хапăл туни концерт хатĕрлекенсене малалла та çитĕнÿсем тумашкăн çĕнĕ çунат хушрĕ. Апла пулсан, тăрăшни сая каймасть.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика