АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уçă уроксен фестивалĕнче

16 марта 2010 г.

«Ирĕклĕ çĕршывра ĕмĕр ирĕклĕ янăра эсĕ, чăваш чĕлхи! Тайма пуçăм сана!» девизпа иртрĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем район шайĕнче ирттернĕ уçă уроксен фестивалĕ.

Ассоциаци руководителĕ Т.Цыркунова тата уроксемпе мероприятисем хатĕрленĕ вĕрентекенсем фестивале çÿллĕ шайра ирттерессишĕн нумай тăрăшни курăнать.

Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Т.Цыркунова «Туслăх вăйĕ», Урнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти Р.Алексеева «Сывлăх - чи хаклă пуянлăх», Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ĕçлекен Н.Авакова «Тăван çĕршыв сывă пулсан тăван йăву та сывă пулĕ сан» темăсемпе уçă уроксем ирттерчĕç. Уроксенче çĕнĕ технологисемпе туллин усă курасси вĕрентÿ ĕçне анлăн кĕрсе пырать. Итленĕ уроксем вĕрентекенсем ачасемпе кĕске вăхăтрах пĕр чĕлхе тупма, урок материалне вĕсем патне ăнланмалла илсе çитерме пултарнине кăтартса пачĕç.

Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкулта ĕçлекен Г.Левина «Чăвашсен сÿнми çăлтăрĕ» темăпа класс тулашĕнчи мероприятипе паллаштарчĕ.

Ачасем ытларах вырăсла çеç калаçаççĕ пулсан та, чăваш поэзине пуçарса яраканĕн - К.В.Ивановăн сăввисене уçăмлă та таса чăваш чĕлхипе вулама пултарнине кăтартрĕç. «Нарспипе Сетнер çÿллĕ валак умĕнче» тĕл пулса калаçни пурин кăмăлне те кайрĕ. Ăна çак шкулти 8 в класри К.Павловапа В.Михайлов вĕренекенсем ытарлăн вылярĕç.

Çак шкултах ĕçлекен Г.Васильева «Хам çинчен каласа паратăп» темăпа презентаци ирттерме 2 хĕр ачана хатĕрленĕ. Питĕ интереслĕ те пур енлĕн паллаштарма пултарчĕç К.Архиповапа М.Родзянова (6 б кл.) хăйсемпе.

Фестивалĕн виççĕмĕш пайĕ - мастер-класа ирттересси. Пысăк Енккассинчи вăтам шкулти И.Иванова Ева Лисинан «Çăкăр чĕлли» хайлавĕ тăрăх «Çăкăр хакĕ» темăпа, Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти Л.Цыфаркина В.Алендейăн «Хырсем ĕмĕрех ем-ешĕл» хайлавĕ тăрăх проект тата модуль технологийĕпе ăсталăх класĕ ирттерчĕç. Фестиваль ĕçне райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ З.Пуклакова йĕркелесе ертсе пычĕ. Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулти директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ В.Табакова та уçă уроксенче пулчĕ, тап-таса чăваш чĕлхипе калаçса пĕтĕмлетÿ ĕçне хутшăнчĕ.

Фестивальте ирттернĕ уроксемпе мероприятисене уйрăммăн илес пулсан, лайăх енчен çеç палăртса хăварса каламалли питĕ нумай, пурте чи пысăк хака тивĕçлĕ. И.Я.Яковлев сăмахĕсем чăна килнине кăтартса пачĕç вĕсем: «Чăвашсен çак таран упраннă паха мулĕ вăл - чĕлхе, юрă, тĕрĕ. Чăвашсен çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ».

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика