16 марта 2010 г.
Çĕр пирĕн пурнăçри тĕп пуянлăх çăл куçĕ. Мĕн авалтан вăл халăх символĕ пулнă. Ăна Турра пуç çапнă пек пуç тайнă. Тăван амăшĕ вырăнне хурса хисепленĕ. Вĕсем паянхи кун та упранаççĕ. Çавăнпа та çĕрпе кирлĕ пек усă курасси пирĕн паянхи тĕп тĕллев.
Çĕр реформи пуçланнăранпа чылай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Çак тапхăрта çĕрĕн çĕнĕрен йышăннă Кодексĕ вăя кĕчĕ. РФ Президенчĕ «Граждансен çĕр илмелли конституциллĕ правине пурнăçа кĕртесси çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн районти пур çĕр ĕçченĕ палăртнă çĕр лаптăкĕн харпăрлăх правине çирĕплетекен свидетельствăсем алла илсе коллективлă майпа е хăйсен çĕр лаптăкĕсемпе уйрăлса тухса хресчен (фермер) хуçалăхĕсем йĕркелесе пĕрлешсе е уйрăмшарăн ăнăçлă ĕçлеме тытăнчĕç. Хăшĕсем пайта та курма пуçларĕç. Паянхи куна районĕпе 10 пин те 653 çĕр пайĕн хуçисем. Ку вăл 23318 гектар çĕр шутланать. Çакă мĕнпур ял хуçалăх çĕрĕсен 54,4 проценчĕ пулать. Вĕсенчен 5300 пай хуçийĕ хăйсен çĕр лаптăкĕсене илес тесе кăмăл тунине палăртнă. Анчах та çак лаптăкри çĕрсене кадастр учетне тăратса регистрацилес ĕçе вĕçне çитермен. 2000-шĕ хăйсен çĕрĕсене регистрацилесе свидетельствăсем илсе ăнăçлă ĕçлеççĕ, 1140 пай хуçийĕ çĕр пирки нимĕнле ыйту та хускатман, 2427 çĕр пайĕ вилнĕ çынсен шутланать. Урăхла каласан, 8204 гектар çĕрĕн хуçи çук. Паллах çĕр ĕç тăкаклă та, кăткăс, апла пулин те, çĕрпе туллин усă курас тесен, уйрăлса тухса хăй тĕллĕн ĕçлес текенсем хăйсен çĕрĕн чиккисене палăртса кадастр учетне тăратса çĕр пайĕнчен пулнă çĕр лаптăкĕн хуçи пулнине çирĕплетекен правăна регистрацилени çинчен свидетельство илмелле. Ун хыççăн кăна çĕр лаптăкĕн хуçийĕ çĕрпе туллин усă курма пултарать.
Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен çаврăнăшĕ çинчен калакан 2002 çулхи федераллă саккунăн 12 статйипе килĕшÿллĕн, çĕр пайне парнелеме, халаллама, сутма, салука хывма, саккунпа пăхнă ытти ĕç тума юрать. Паянхи кун пай çĕрсем çине çĕнĕлле пăхма хистет. Вĕсене усăсăр вырттарма юрамасть. Енчен те çĕр хуçисем çĕрпе виçĕ çултан ытла усă курмаççĕ пулсан, ЧР çĕр çаврăнăшĕ çинчен калакан саккунĕн йĕркипе килĕшÿллĕн суд урлă муниципалитет хăйĕн правине регистрацилеме пултарать. Ку енĕпе райадминистраципе ял тăрăхĕсен администрацийĕсем ĕçлеме тытăннă.