АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăмра юлнă тĕл пулу

12 марта 2010 г.

Чăваш çыравçи Василий Петрович Сидоров - Эктел пурăннă пулсан нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче 60 çул тултарнă пулĕччĕ. Анчах та вăл çак куна пурăнса çитереймерĕ - пирĕнтен пилĕк çул каялла, август уйăхĕнче вăхăтсăр ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ.

Эктелĕн юбилейне уявлама халăх Шупашкарти литература музейĕнче пуçтарăнчĕ. Тĕл пулăва чăвашсен паллă поэчĕсем, писателĕсем, художникĕсем, юрăçисем тата ытти хăнасем те килсе çитрĕç. Хăнасем çыравçăн ырă енĕсене асăнчĕç, пултарулăхне тишкерчĕç. Анатолий Смолин тата Валерий Туркай поэтсем чĕрене тивекен сăввисене уççăн, мăнăçлăн тухса вуларĕç. Василий Петрович Эктелĕн мăшăрĕ те тухса сăмах каларĕ. «Ăçта Эктел, çавăнта эртел...» - тесе çирĕплетрĕ вăл.

Эпир, Вăрмар районĕнчи Чулкас шкулĕнче вĕренекенсем, çак тĕл пулăва хутшăннăшăн чун-чĕререн хĕпĕртерĕмĕр, савăнтăмăр. Юлашкинчен хамăра чăн-чăн чăваш çынни пек туйса эпир пулнă, пур, пулатпăр тесе калас килет.

Чулкас ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика