12 марта 2010 г.
Çĕр çинче аннерен хакли кам пур-ши; «Анне» ят чуна ăшăтать. Анне пурри - телей. Вăл пурришĕн хĕпĕртетĕп. Манăн анне Надежда Геннадьевна ятлă. Вăл кăвак куçлă, сарă çÿçлĕ, илемлĕ. Сасси - çепĕç, кăмăлĕ - ырă. Шупашкарта учитель профессине алла илнĕ. Халĕ пĕчĕк ачасене шкула кайма хатĕрлет. Вĕсене сас паллисемпе паллаштарать, шутлама хăнăхтарать. Хăй те нумай кĕнеке вулать. Анне ĕçе тĕплĕ, хăвăрт тăвать. Çыхма юратать. Пире питĕ тутлă апат-çимĕçпе сайлать. Вăл пĕçернĕ çемçе те тутлă кукăльсене вара çисе тăранмалла мар. Вăл ылтăн алăллă. Манăн анне - чи хитри. Хĕрлĕ тĕслĕ кĕпе тăхăнсассăн тата илĕртÿллĕ курăнать. Анне маншăн чи хаклă çын. Эпир чирленĕ чух çĕрĕпе çывăраймасть, пирĕн сывлăхшăн пăшăрханать. Эпир аннен иккĕн. Пире уроксене те тĕплĕн хатĕрлеме пулăшать. Аннен кил-çурта та тирпейлеме ĕлкĕрмелле, выльăхсене те пăхмалла. Çавăнпа йăмăкпа иксĕмĕр вăй çитнĕ таран пулăшатпăр. Кулянтарас марччĕ аннене. Яланах çамрăк пултăрччĕ. Эпĕ те анне пек пуласшăн. Юратнă аннеçĕм, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ иртрĕ пулин те, кашни килекен кун саншăн уяв пултăр. Нихăçан та ан чирле, вăрăм ĕмĕрлĕ, хавас кăмăллă пул, ĕçÿсем ăнса, ĕмĕтленни çитсе пытăр.
Çĕнĕ Мăнтăр шкулĕ.