АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăпайлă, ырă кăмăллă

12 марта 2010 г.

Эпĕ Тикаш шкулĕнче тăваттăмĕш класра вĕренетĕп. Шкулта пире кашни предметпа тĕрлĕ вĕрентекенсем ăс параççĕ. Вĕсем пулăшнипе тĕрлĕ наукăсене ăша хыватпăр, илетпĕр, пурнăçри лайăхпа начара уйăрма, сăпайлă çын пулма вĕренетпĕр. Пуринчен ытла вара мана хамăрăн класс руководителĕ Ирина Юрьевна килĕшет. Вăл пире иккĕмĕш класран вĕрентме пуçларĕ. Уроксенче Ирина Юрьевна питĕ тĕплĕ ăнлантарать, тĕрлĕ конкурссене хутшăнма хистет. Вăл пулăшнипе эпир районта ирттерекен конкурссене те хутшăнатпăр, малти вырăнсене те йышăнатпăр. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче, тĕслĕхрен, районти наукăпа практика конференцийĕнче эпĕ хамăн «Пирĕн таврари истори палăкĕсем» ĕçпе виççĕмĕш вырăн йышăнтăм.

Пирĕн вĕрентекен сăпайлă, ырă кăмăллă çын. Вăл хушнă ĕçсене эпир тăрăшса пурнăçлатпăр. Хамăрăн вĕрентекене ĕçре çитĕнÿсем, ÿсĕмсем, ăнăçу сунатпăр. Пире чунне парса вĕрентнĕшĕн, пирĕншĕн ырми-канми тăрăшнăшăн ăна чĕререн хисеплетпĕр, юрататпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика