АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Воспитатель тата ача

12 марта 2010 г.

«Колосок» 2-мĕш номерлĕ ача садне те çитсе курар. Кунта шăп та лăп мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе ирттерекен савăнăçлă уяв пырать. Кĕçĕн тата вăтам ушкăнри ачасен ашшĕ-амăшĕсем пуçтарăннă. Н.Ирхина, З.Алексеева, Н.Артюкова, О.Александрова воспитательсем ятарлă мероприяти хатĕрленĕ. Ашшĕ-амăшĕсемшĕн хăйсен тĕпренчĕкĕсен кашни хусканăвĕ, кашни сăвви-юрри мĕнле паха. Кунта вĕсем хăйсен ачисен килте палăрман пултарулăхне курайраççĕ, ыттисемпе танлаштарайраççĕ.

Паянхи куна çак ача садне 128 ача çÿрет, вĕсене 6 ушкăна пайланă. Коллектив 34 çынран тăрать, 15-шĕ воспитатель-педагогсем. Коллектив пултаруллă. Тĕслĕхрен, 2009 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2010 çулхи январĕн 15-мĕшĕччен район шайĕнче ача сачĕсем хушшинче занятисене тата йăпанмалли вăйăсене методика тĕлĕшĕнчен лайăхлатассипе иртнĕ конкурсра малти виçĕ вырăнне те «Колосок» 2-мĕш номерлĕ ача сачĕн ĕçченĕсем йышăннă. Пĕрремĕш вырăна Н.Ирхина «Ăслă пÿрнесем», иккĕмĕшне Е.Иванова «Ача çут çанталăк тĕнчинче», виççĕмĕшне М.Захарова «Ирĕклĕ обществăри ача» проектсемшĕн тухнă.

Çавăн пекех ача сачĕн коллективĕ «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонне те активлă хутшăннă. Вĕрентекен çулталăкĕ ячĕпе вĕрентÿ учрежденийĕсен работникĕсем хушшинче февральте ирттернĕ йĕлтĕр ăмăртăвĕнче В.Иванова, Р.Александрова, Н.Егорова, Н.Никитина воспитательсенчен йĕркеленĕ команда 3-мĕш вырăн йышăннă.

2009 çулхи декабрь уйăхĕнче 4 воспитатель аттестаци витĕр тухнă. Виççĕшĕ пĕрремĕш категориллĕ квалификацие илнĕ, пĕри - иккĕмĕш категориллине.

Халĕ ача сачĕ Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилейĕ çитнĕ тĕле тĕрлĕ мероприятисем хатĕрлет. Тĕллевсенчен пĕри - ветерансен стендне хатĕрлесси. Ытти хальлĕхе вăрттăнлăхра-ха.

Тĕрлĕ «Логопедическая мозаика» (руководителĕ Г.Дубровская), «Соловушки» музыка (руководителĕ Ф.Васильева), «Познай себя» (руководителĕ В.Орлова), «Дорожная азбука» (руководителĕ М.Захарова) тата ытти кружоксем ĕçлеççĕ ача садĕнче.

2009 çулта республикăри ачасемпе çамрăксен «Эткер» туризмпа экскурсисен çурчĕ ирттернĕ конкурсра ача садĕнчи аслă ушкăнри йĕкĕрешсем Семăпа Сева Матвеевсем республикипе пĕрремĕш вырăн йышăннă. Вĕсем конкурса «Мĕнле чĕр чун ку;» ятпа хăйсем ăсталанă япала тăратнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика