АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ытарайми эрешлĕ çурхи уяв

12 марта 2010 г.

Çурхи кун таврана илемлĕх парнелет. Кăчкă йывăççипе пĕрле пĕтĕм тĕнче чĕрĕлет. Сивĕ хĕл кунĕсем хыçа юлчĕç пулин те, çанталăкĕ ытлашши ăшăтсах кайман-ха. Çил-тăманĕ те алхасать, сиввисем те 15 градусран та ытларах пулаççĕ. Март уйăхĕн варринче темле çанталăк пулсан та пурпĕрех хаваслă. Çурхи уйăх хăех пĕр-пĕрне ырă сунма хистенĕ пек туйăнать. Те Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ тин кăна иртнипе, те çанталăка çурхи сăн çапнипе.

Çак туйăм вара район центрĕнчи «Березка» ача садне кĕрсен пушшех те палăрать. Кунта яланах ачасен хаваслă кулли янраса тăрать. Пÿлĕмĕсене те çанталăка май илемлетсех тăраççĕ. Акă, ачасен савăнăçлă уявне ирттермелли пÿлĕмех илер. Кунта тап-таса та ăшă, пуканĕсене те тирпейлĕн лартса тухнă. Пĕр кĕтесре фортепиано, магнитофон, пысăк та çемçе теттесем: упи те, йытти тата ытти те пур. Стена çинчи хитре чечексемпе кăвакарчăнсем те кăмăла çĕклеççĕ. Хальхинче кунта Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявне халалласа кăçал шкула каякан ушкăнри ачасем юрă-ташăсемпе, сăвăсемпе савăнтарчĕç, тĕрлĕрен сценкăсем лартса пачĕç. Н.Федотова, В.Малинкова, И.Михайлова, В.Петрова, Т.Тимофеева воспитательницасемпе И.Николаева музыкăпа вĕрентекен ачасене уяв ирттерме хатĕрленĕ. Вĕсемпе пĕрле А.Юшина аслă воспитатель-методист та ачасемпе ашшĕ-амăшĕсене, кунта ĕçлекенсене ырă сăмахсем каласа уяв ячĕпе саламларĕ. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕсем те Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе сăвăсем каларĕç, пĕр-пĕрне саламларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика