12 марта 2010 г.
Кашни ача хăй пĕр тĕнче. Çавăнпа та ăна пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çак йывăр та çав вăхăтрах пархатарлă ĕç вара ача сачĕ уçăлнăранпа пурнăçланса пырать. «Зоренька» ача сачĕ 1984 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче уçăлнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче вăй хуракансем пĕчĕк ачисене ниçта та вырнаçтарма çуккипе «Чувашмебель» обществăна çырупа тухнă. Унтанпа 1983 çулта ача садне хăпартассипе строительство ĕçĕсене пуçăннă. 1984 çулта 4 ушкăнран тăракан ача садне уçнă. Çак çулах апрелĕн 1-мĕшĕнче вăл ачасене йышăннă. Ача сачĕ ÿсĕмсен çулĕпе пырать. Кашни çулах районта, республикăра иртекен тĕрлĕ конкурссене хутшăнать.
Ача сачĕ ирхине 7 сехетрен пуçласа каçхине 6 сехетчен ĕçлет. Пурĕ 4 ушкăн: кĕçĕн, вăтам, аслă ушкăнри ачасем, логопед ертсе пыракан ушкăн. Вĕсенче 75 ача. Пирĕн коллективăн тĕллевĕсенчен пĕри - ашшĕ-амăшне хамăр ирттерекен мероприятисене хутшăнтарасси. Учрежденинче спорт вăййисем ирттермелли пÿлĕм, медицина, психолог, логопед кабинечĕсем пур. Пирĕн ача сачĕ 2-мĕш категориллĕ, психолог, логопед пуррипе комбинациллĕ шутланать. Районĕпе 2009 çулта 3 садике аккредитациленĕ. Эпир вĕсен шутĕнче. Коллектив 11 çынран тăрать: заведующи, музыка вĕрентекенĕ, логопед, педагог-психолог, 4 воспитатель. Ачасене садике ямалла. Кунта вĕсем вĕрентекен, физкультура, чăваш чĕлхи, экологи занятийĕсем урлă лайăхрах аталанаççĕ. Кĕçĕн ушкăнрисен - эрнере 8-10 минут пыракан 10 заняти, ирхине тата каçхине. Вăтам ушкăнрисен 15-20 минута тăсăлакан 11 заняти. Аслă ушкăнрисен 25-30 минутлăх 15 заняти. Логопедпа ĕçлекен ушкăнра 20-25 минутлăх. «Зоренька» ача сачĕ 2009 çулта республика шайĕнче пĕлÿ паракан учрежденисем хушшинче ирттернĕ ЧР Президенчĕн Грантне хутшăнса 200 пин тенкĕ çĕнсе илнĕ. Укçипе ачасем валли сĕтел-пукан, компьютерсем, телевизорсем, видеомагнитофон туяннă».
Кунне виçĕ хутчен апатлантараççĕ. Ятарласа ашшĕ-амăшĕ валли кашнинчех çинĕ хыççăн воспитательсем ачасем епле апатланнине паллă туса пыраççĕ. Лайăх çинĕ пулсан хĕрлĕ паллăпа, вăтам çисен кăвакпа, начар çисен - симĕспе. Çакăнтах паянхи меню та çакăнса тăрать. Эрнере икĕ хутчен ытлари кунпа юн кун улма-çырла параççĕ. Ачасен ĕç кунĕпе паллаштарар. Ирхине 8 сехетре пĕрремĕш апат - вăйăсем - занятисем - урама уçăлма тухасси - кăнтăрлахи апат - çывăрмалли вăхăт - ÿт-пĕве уçăлтармалли, хусканусем тумалли вăхăт - вăйăсем (ачасем хăйсен ирĕкĕпе выляни) - каçхи апат - уçăлма тухмалли вăхăт - киле каймалли вăхăт.
Ача садĕнче кашни уява хатĕрленеççĕ, ашшĕ-амăшĕсене те хăнана чĕнеççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем те кăмăллă «Зоренька» ĕçĕпе. Коллектив та маттур. Акă вĕрентÿ учрежденийĕсен работникĕсем хушшинче ирттернĕ йĕлтĕр ăмăртăвĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă.