12 марта 2010 г.
Эпĕ 6-мĕш класра вĕренетĕп. Пирĕн класра 8 ача: 6 арçын ачапа 2 хĕр ача. Пĕр-пĕринпе эпир питĕ туслă, йывăрлăхсем килсе тухсан çав самантрах пулăшу сĕнетпĕр. Уйрăмах манăн Дима Васильевпа Юлия Архипована палăртас килет. Шкулта, район шайĕнче иртекен мероприятисене хутшăнмасăр вĕсем вуçех те юлмаççĕ тесен те йăнăш пулас çук. Юрра-ташша та ăста вĕсем. Вĕренÿре те чи лайăх паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыраççĕ, спортра та малтисен ретĕнче.
Февраль вĕçĕнче районта вырăс чĕлхипе тата литературипе иртнĕ наукăпа практика конференцине пирĕн класри Димăпа Юля тивĕçлĕ пулчĕç. Вĕсем 5-8 классенче вĕренекенсем хушшинче «Сăмах вĕççĕн çÿрекен халăх сăмахлăхĕнчи чăваш тата вырăс халăхĕсен уйрăмлăхĕсем» темăпа хăйсен тĕпчев ĕçне хÿтĕленĕ, 1-мĕш вырăн йышăннă. Эпир хамăр юлташсемпе тивĕçлипех мухтанатпăр, вĕсемпе пĕрле вĕренме тÿр килнĕшĕн савăнатпăр, вĕсемпе танлашма, тĕслĕх илме тăрăшатпăр.
Тикаш шкулĕ.