АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăр-вар та тарават

12 марта 2010 г.

Вăр-вар та тарават

Пурнăçа юратса, умри чăрмавсене çăмăллăн айккинелле сирме пултаракансемшĕн пурăнса ирттернĕ çулсен шучĕ хушăнса пыни ниме те пĕлтермест, кичемлĕх пусса илеймест тесе калас килет Мăнçырмара пурăнакан Светлана Даниловна Михайлова çине пăхсан. Çывăх вăхăтрах çуралнăранпа 55 çул çитнине паллă тăвать тесе калаймăн та.

Светлана мартăн 12-мĕшĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Хăйĕн ĕç çулĕсене малтанхи кунтан пуçласах шут ĕçĕпе çыхăнтарнă. «Çын укçине шутласах ĕмĕр иртет ĕнтĕ», - тет вăл хушăран шÿтлесе. Малтан районти киносетьре, поселок советĕнче, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕнче бухгалтерта ĕçленĕ вăл. Пĕр вăхăт Мăнçырмари вăтам шкулта тĕп бухгалтер пулса ĕçленĕ, шкулти бухгалтерисене пĕр çĕре пĕрлештернĕренпе каллех райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕнче ĕçлет. Ĕçе тĕплĕ те вăхăтра тума тăрăшать, паян тумалли ĕçе ырана хăварма юратмасть. Михайловсем 4 ача пăхса çитĕнтернĕ: 2 ывăлпа 2 хĕр. Аслă ачисем пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн тăнă ĕнтĕ, 2 хĕрĕ те çемьеллĕ. Наталия Петровнăпа Эльвира Петровна, ЧППУ тата ЧПУ математика факультетне вĕренсе пĕтернĕскерсем, иккĕшĕ те Шупашкарти коопераци институтĕнче ĕçлеççĕ, мăшăрĕсемпе икшер ача пăхса çитĕнтереççĕ. Володя ывăлĕ Чăваш патшалăх университетĕнче энергетика факультетĕнче 5-мĕш курсра, Егор медицина факультетĕнче 2-мĕш курсра вĕренет.

Светлана Даниловнăпа мăшăрĕ Петр Георгиевич пур ачине те ĕçчен те хастар, сăпайлă та çепĕç пулма вĕрентсе ÿстернĕ. Хăйсен ĕçченлĕхне пулах ĕнтĕ кермен пек 2 хутлă çурт хăпартса лартнă, 15 гектар çĕр илсе ун çинче кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлеççĕ, тĕрлĕ пахча-çимĕç, çĕр улми çитĕнтереççĕ, тырă акса туса илеççĕ. Хулара пурăнакан ачисем кашни эрнере яла килсе вĕсене пулăшсах тăраççĕ. Ĕçе тĕплĕ те вăхăтра пурнăçланине çирĕплетекен Грамотăсемпе Тав хучĕсем чылай унăн. «В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул» çитнĕ ятпа кăларнă юбилей медальне те тивĕçнĕ С.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика