АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухтавлă йăхăн тăсăмĕ

12 марта 2010 г.

Мария Петровна Бадановапа иртнĕ çул çывăхрах паллашнăччĕ. Вăл мухтавлă йăхăн тăсăмĕ, Вăрмар районĕнче чи пирвай Ĕç Геройĕ (Социализмла Ĕç Геройĕ ят пуличчен) ята тивĕçнĕ Адам Кнольăн мăнукĕ. Хисеплĕ вĕрентекен, ĕç ветеранĕ куккăшшĕпе кукамăш вил тăприйĕ тавра тирпей-илем кĕртес тесе тăрăшса çÿрет-мĕн. Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов унăн ыйтăвне тивĕçтерме пулчĕ. Епле-ха тивĕçтермĕн;! А.Кноль пирĕн тăрăха сĕтел-пукан фабрикине хута ярсанах Польша çĕршывĕнчен килнĕ-çке. Ăста столяр, лаксемпе палитра енĕпе чăн-чăн маçтăр шутланнă, хăй мĕн пултарнине, мĕн пĕлнине миçе чăваша вĕрентсе хăварнине шутласа кăлараймăн. Ахальтен-им, СССР ЦИКĕн Президиумĕ А.Кноля 1929 çулта «Ĕç Геройĕ» ят панă (1928-1938 çулсенче «Ĕç Геройĕ» ята 1014 çын тивĕçнĕ). Мария Петровнан кун-çулĕ çĕршыв историйĕпе тачă çыхăнса пынине унăн калаçăвĕнчен лайăх ăнланса илме пулĕччĕ те, çук - пулни - иртнине питех аса илесшĕн мар вăл. Унăн амăшĕпе ашшĕ 1917 çулта пĕрлешнĕ хыççăнах Пушкăрта тухса кайнă. Çак тăрăхра çуралса ÿснĕ те Мария Мирау. 1932 çулта çемье Çĕмĕрле хулине куçса килнĕ, ашшĕ, П.Мирау, Çĕмĕрлери комбинатра, кайран «Большевик» заводра вăй хунă. Тем те тÿсме тивнĕ ĕнтĕ, чи йывăрри - синкерлĕ 40-мĕш çулсем, вăрçă вăхăчĕ, тăвансене репрессилени. Нимĕç чĕлхине вĕрентекен çине сиввĕн пăхакансем те пулнă-тăр, çапах та Мария Петровна умри йывăрлăхсене çĕнтерсе пурнăç хĕлхемне сÿнтермен. «Манпа юнашар яланах ырă çынсемччĕ, пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр-пĕрне пулăшса тăраттăмăр. Ачасен ашшĕ-амăшĕ те йывăрлăхра пăрахмастчĕ. Упăшкам фронтра, чылайăшĕн упăшки е ытти тăванĕсем вăрçăраччĕ - çавă пире пĕрле пулма, пĕр-пĕрне яланах пулăшма хушатчĕ. Вăрмарта нумай çул пурăнтăм, I-мĕш номерлĕ шкулта ĕçлесе пенсие тухрăм. Кунта мана килĕшет, çынсем ырă кăмăллă, ырă чунлă», - тет Мария Петровна.

Тĕлĕнмелле çын М.Баданова. 90 çул урлă каçнă вăл, ăс-тăнĕ чипер, ас тăвăмĕ çирĕп, калаçăвĕ тикĕс. Хĕллехи вăхăтра Шупашкарта тăванĕсем патĕнче пурăнать пулин те, çуллахи вăхăтра тăван енех туртăнать. Кунта унăн килĕ, кукашшĕпе кукамăшĕн, ытти çывăх çыннисен сăпайлă вырăнĕсем, кÿршĕ-аршă, тус-юлташĕсем. Çак кунсенче педагогика ĕçĕн ветеранĕ Вăрмар поселокĕнче пурăнакан М.П.Баданова 90 çул тултарчĕ. Тăван ен историне тĕпчекенсем ăна çак чаплă юбилейпе саламлаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика