12 марта 2010 г.
Иртнĕ çул районта иртнĕ Республика кунĕ район çыннисене чи пысăк парне парнелерĕ. Вăл - «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕ пулчĕ. Комплексра тĕрлĕ секци ĕçлет: теннис, гимнастика, баскетбол, бокс, шывра ишекенсен тата ытти те...
Комплекс уçăлни нумаях вăхăт иртмен пулин те унăн уçă та илемлĕ, тирпейлĕ залĕсем халăха хăй патне туртма тытăнни палăрмаллах сисĕнет. 2010 çулта кăна 6 пин çурăна яхăн çын кунта пулма ĕлкĕрнĕ те. Вăрмар поселокĕнчен кăна мар, кашни ялтанах çÿреççĕ ку хăтлă çурта. Кашни хăйне килĕшекен спорт тĕсĕпе туслă. Шывра ишме кăмăллакансем вара пуринчен те йышлăрах. Кăçал кунта шывра ишес енĕпе ăмăртусем пулма та ĕлкĕрчĕç. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕнче арçын ачасен команди ăмăртнăччĕ. Иртнĕ кунсенче вара Пĕтĕм тĕнчери хĕр арăмсен кунне халалласа ирттерчĕç. Арапуç, Мăнçырма, Шăхаль, Пинер, Çĕнĕ Кинчер тата Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкулсенчен пурĕ 32 хĕр ача хутшăнчĕç ăмăртăва. Малтанах ăмăртăвăн тĕп судйи И.Алешин шывра ишессипе ăмăртăва хутшăнакансене уяв ячĕпе саламларĕ. Ăмăртăвăн йĕркипе паллаштарнă май, вăл çак ăмăртусем шывра чи лайăх ишме пултаракансене суйласа илме пулăшнине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех мала тухнисене малашне бассейнра ишев секцине тÿлевсĕр çÿреме ирĕк парасси пирки те аса илсе хăварчĕ. Пултаруллă ачасене секцине çÿреме май туса парсан районта чаплă ишевçĕсем çитĕнессине палăртрĕ Игорь Владимирович. Çавăн пекех пулас спортсменсене райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Н.Иванова саламларĕ, ăнăçусем сунчĕ. Бассейнри 50 метрлă дистанцие ишсе тухассипе 1994-1995 çулсенче çуралнă хĕр ачасенчен пĕрремĕш вырăна Мăнçырма шкулĕнчи А.Александрова, иккĕмĕш вырăна Арапуç шкулĕнчи А.Ялакова, виççĕмĕшне те çак шкултанах - Е.Васильева йышăнчĕç. Çак дистанциллĕ ишеврех, 1992-1993 çулта çуралнисенчен, пĕрремĕш вырăна Вăрмар поселокĕнчи Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулти С.Сидорова, иккĕмĕш вырăна Мăнçырма шкулĕнчи О.Иванова тухрĕç. 25 метрлă дистанцие 1996-1997-мĕш çулта çуралнисем тухрĕç. Ку ушкăнра Çĕнĕ Кинчер шкулĕнчи Д.Васильева пĕрремĕш, Энĕшпуç шкулĕнчи А.Петрова иккĕмĕш, Вăрмар поселокĕнчи Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулти Н.Чернова виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕç. Чи лайăх результатсем кăтартнă 8 хĕр ачана ишевçĕсен секцине çÿреме майсем туса памаллине палăртрĕç. «Тăрăш кăна, вара саншăн пурте тăрăшĕç», - текен ваттисен сăмахĕ кунта чăннипех те тÿрре тухать. Физкультурăпа спорт комплексĕнче малтан-мала ăнтăлакан ачасем валли вара яланах çул уçă.