АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тепĕр çулччен, хĕл

12 марта 2010 г.

Тепĕр çулччен, хĕл

«Килнĕ хăна кайма пĕлмелле», - теççĕ пулсан та халăхра, кăçалхи хĕл сыв пуллашма васкамасть. Ара, хăнах та мар ĕнтĕ вăл - çулталăкăн пĕр вăхăчĕ, унăн вара начар вăхăт çук. Районта хĕле ăсатнă кун хĕвелĕ те тÿпене тухса саламларĕ поселокри тĕп лапама пуçтарăннă çынсене, сивви те чĕпĕткелесшĕн пулчĕ. Анчах вăл уява пухăннă халăха чăрмантарма пултарать-и; Паллах - çук, çавăнпа та иртенпех çепĕç кĕвĕсен сассипе уявра савăнма пуçларĕ Вăрмар халăхĕ.

Культура ĕçченĕсем юрă-ташă шăрантарнă, суту-илÿ ĕçченĕсем тутлă апат-çимĕçпе сăйланă вăхăтра карусель те пушă лармарĕ, лашасен те «супăнь» кăлармаллах чупма лекрĕ. Лашасем тенĕрен, те вăхăчĕ улшăнса пырать - сахалрах пулчĕç вĕсем. Кивĕ Вăрмарти А.Федоров кашни уяврах хăйĕн урхамахне кÿлсе тухать, В.Емельянов та (Вăрмар поселокĕ) ку хутĕнче лашине «çутта» кăларнă. Праçник хуçисем вара тимĕр «урхамахсем» пулчĕç. А.Львов (уйрăм предприниматель, Çĕрпÿ хули) çĕр сухалакан мотоблокран чăн «пăравус» тунă. Вăрмар тăрăхĕн историйĕ пуйăспа çыхăннă, çавăнпа та вăл пирĕн чунра пуль - ярăнакан йышлă пулчĕ. Юр çийĕн çÿрекен «Çÿлевĕç» çумне кăкарнă «банан» та хăй патне нумайăшне илĕртрĕ. Шупашкарта пурăнакан, Вăрмар поселокĕнче çуралнă С.Лушин илсе килнĕ ăна. Унăн 2 квадрациклĕ те çынсене самай савăнтарчĕ.

11 сехет çитсен «Хĕлпе Çуркунне тĕл пулăвĕ» театр евĕр вăйă пуçланчĕ, пухăннисене район пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политкин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов саламларĕ. Хĕле ăсатни Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн иртнĕ май, этемлĕхĕн чи хитре пайне ăшă сăмахсем каларĕ, пурне те çурхи кăмăл сунчĕ. Вăрмарсем яланах спортпа туслă, çавăнпа та тĕрлĕ ăмăртусем те пулчĕç. Канат туртасси, мини-футбол, «Вăрман касакансем» турнир, алă вăйĕ виçесси, дартс тата ытти тупăшусем иртрĕç. Мини-футбол выляса «Вива» пĕрремĕш, «Тигры» иккĕмĕш (Вăрмар поселокĕ) вырăнсене йышăнчĕç, Арапуçсем виççĕмĕш вырăнта пулчĕç.

Хĕл катемпине çунтармасăр хĕл иртмест пулĕ. Çавăнпа та çакă уявăн чи паллă саманчĕсенчен пĕри пулчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика