АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнăç куççулĕ

12 марта 2010 г.

Савăнăç куççулĕ

Вăрмар поселокĕ. Хамăр çамрăк чухне ватлăх çитессĕн туйăнмасть. Пурне те çав шăпах пырса тивет. Нумай та кирлĕ мар çулланнă çынсен кăмăлне çĕклеме, пĕр ăшă сăмах мĕне тăрать. Кăçал Аслă Çĕнтерĕве 65 çул çитнĕ ятпа вăрçă участникĕсене, тыл ĕçченĕсене, вилнĕ вăрçă участникĕсен тăлăх арăмĕсене «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Çĕнтерÿ 65 çул тултарни» юбилей медалĕсем тата вĕсем çумне удостоверенисем пама йышăннă. Пирĕн районта та халĕ çак ĕç пырать. Вăрçăпа ĕç ветеранĕсен Канашĕн председателĕ Л.Кугушев тата Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн ертсе пыракан специалисчĕ В.Гурьева килĕрен-киле çÿресе ватăсене юбилей медалĕсем пачĕç, çывхарса килекен уяв ячĕпе саламларĕç. Савăнсах кĕтсе илчĕç ветерансем хăнасене, куççулĕ те тухмасăр чăтаймарĕ вĕсен. Хисеп туни, манманни, ырă сунни питĕ паха вĕсемшĕн.

Эçпепе. Вăй-питти арçынсем Тăван çĕршыва сыхласа хăварма фронта тухса кайнă хыççăн ялти пĕтĕм йывăр ĕç хĕрарăмсем çине тиеннĕ. Вĕсем пĕтĕм вăй-халне шеллемесĕр тăрăшса ĕçленĕ. Эçпепе ялĕнчен те ку юбилей медалĕсене илме тивĕçлĕ çынсем пур. Нумаях пулмасть çак ялти вăрçă участникĕсемпе тыл ĕçченĕсене юбилей медальне хаваслă лару-тăрура парса чысларĕç. Малтанах Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Данилов ватăсене йывăр вăхăтра хăйсене шеллемесĕр ĕçленĕшĕн тав турĕ, унтан медальсем парса чысларĕ. «Парне» ушкăн концерт лартрĕ. Уйрăмах «Шурă çÿçлĕ салтак-ветеран» юрă ватăсен кăмăлне кайрĕ. Вĕсем хăйсен куççульне те пытараймарĕç. Вăрçă вăхăтĕнчи йывăр кунсене тепĕр хут аса илчĕç тейĕн. Эçпепери клуб çумĕнчи художествăлла пултарулăх ушкăнĕ те айккинче тăрса юлмарĕ, хăйсен юрри-ташшисемпе савăнтарчĕ ватăсене.

Уявра «Парне» ушкăн вăйăçи Г.Андреева аслă ăрурисене тĕрлĕ юрă юрлаттарса савăнтарчĕ. Вăрçă нушисене тÿссе ирттернĕ ватăсенчен мĕнле уява ытларах килĕштеретĕр тесен, чылайăшĕ «Çĕнтерÿ кунĕ», - тесе хуравланине илтме пулать. Клубри уява килеймен ватăсене медальсене килсене çитерсе панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика