09 марта 2010 г.
К.В.Иванов пурнăçĕпе пултарулăхне халалласа ирттернĕ чăваш чĕлхипе литература эрни пирĕн асăмăрта нумайлăха юлĕ. Шкулта ирттернĕ мероприятисене хутшăннисĕр пуçне эпир музейсенче те пулса куртăмăр.
Шупашкар çулĕ хальхинче пирĕншĕн Шуршăл урлă иртрĕ. Космонавтика музейĕнче пулса унти экспонатсемпе паллашни, космонавтсем вĕçевре усă курнă чăн-чăн япаласене курни, пирĕн ентеш А.Г.Николаев космосран вĕçсе килсен тăван тăрăха ларса килнĕ «Волга» машина пирĕн асăмран тухас çук. Ăшă та хăтлă шкулта вĕренетпĕр пулсан та, экскурсовод «Эсир халь А.Г.Николаев вĕреннĕ класра тăратăр, вăл ларнă партăна куратăр», - тени темле асамлă тĕнчене лекнĕ пекех туйăнчĕ. Музейра курмалли, тĕлĕнмелли, пĕлмелли питĕ нумай. Космонавтăн ачалăхĕ иртнĕ пÿртре те пултăмăр. Ку пÿрте краеведни музейĕ теме те пулать, мĕншĕн тесен ĕлĕкхи вăхăтра пирĕн мăн асаттесемпе мăн асаннесем кил-тĕрĕшре усă курнă пур япала та кунта хăйсен тивĕçлĕ вырăнне тупнă. Часавайра пултăмăр. Кунта кĕрсен кашниех А.Г.Николаев чăн-чăн чăваш Улăпĕ, тăван халăхăн манăçми паттăрĕ пулнине туйса илет. Шуршăл ялне килнĕ космонавтсем лартнă чăрăшсене речĕпе пăхса тухрăмăр, ентешĕмĕр лартнă йывăç умĕнче пуç тайса эпир унпа чăннипех те мăнаçланнине палăртрăмăр.
Шупашкара çитсен К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен литература музейĕнче пултăмăр. Музейра ĕçлекенсем пире ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. И.Игнатьева экскурсовод музейри уйрăмсемпе, тĕрлĕ çыравçăсене халалланă стендсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Паллах, пирĕншĕн К.В.Иванов ячĕпе çыхăннă вырăнсем уйрăмах çывăх пулчĕç.
Музейпа паллашасси киремет йывăçĕнчен пуçланать. «Хĕвел тухнă» майăн «Алран кайми аки-сухи» юрă янăраса кайни пире аваллăха илсе çитерет. Экскурсовод сĕннипе киремет йывăçĕ айне укçасем пăрахрăмăр, пирĕн ĕмĕтсене пурнăçлама ыйтрăмăр.
Музейра пирĕншĕн кĕтменлĕх те килсе тухрĕ. С.Асаматпа иккĕмĕш хут тĕл пултăмăр (малтан Çеçпĕл Мишши музейĕнче пирĕн экскурсовод пулнăччĕ вăл). Пирĕнпе тĕл пулма Чăваш наци радиовĕнче ĕçлекен Р.Деменцовăна чĕнсе илнĕ вăл (малтан иккĕшĕ пĕрле Чăваш телевиденийĕнче ĕçленĕ). Роза Трофимовна студент чухне çĕр улми пухма хăйсене пирĕн района (Эçпепе ялне) яни çинчен те аса илчĕ. Наци радиовĕн ĕçĕпе паллаштарчĕ, хăйсем ĕçлекен çĕре пырса курма сĕнчĕ.
- Çыравçăсемпе кашни тĕл пулу, кашни мероприяти çак залра пулса иртет. Эсир те халĕ хăш писатель те пулин ларнă вырăна лекнĕ, - терĕ пире Светлана Васильевна. Кĕнекесен презентацийĕнче те пултăмăр, пианино каласа юрă та юрлаттарчĕ С.Асамат. Тулли кăмăлпа тухрăмăр литература музейĕнчен. К.В.Иванов палăкĕ умĕнче пултăмăр. Залив хĕрринчи каток çинче конькипе ярăнтăмăр, чунтанах савăнтăмăр. Каçхине Чăваш академи драма театрĕнче «Шăпа» спектакль пăхса çул çÿреве вĕçлерĕмĕр.
Тикаш шкулĕ.