09 марта 2010 г.
«Знамя» колхоз председателĕ пулнă Семен Иванович Галкин çуралнăранпа мартăн 10-мĕшĕнче 100 çул çитнĕ май.
Районта пысăк хуçалăхсене пайласа пĕчĕк хуçалăхсем тума тытăнсан, 1965 çулхи июнь уйăхĕнче Чупайри «Дружба» колхоза пайласа виçĕ хуçалăх туса хучĕç: Арапуçĕнче «Путь Ильича» (унччен вăл «Победа» ятлă пулнă), Аслă Чакра «Знамя» (унччен - «Ударник»), Чупайĕнче «Дружба» (çав ятпах юлнă). 1965 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче Аслă Чакра колхозниксен пухăвĕ пулса иртрĕ. Пухăва КПСС Вăрмар райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ А.Борцов хутшăнчĕ. Сăмах тухса каларĕ. Вăл сĕннипе колхоз председателĕ пулма колхозниксем пĕр сасăллă пулса Семен Иванович Галкина суйларĕç. Çĕнĕрен çуралнă колхоза «Знамя» ятлă пулмалла тесе йышăнчĕç. Колхозăн тĕп законне - уставне çирĕплетрĕç. Çĕнĕ председатель малтанхи кунсенчен пуçласах кадрсене суйласа илсе вĕсемпе ĕçлессипе тимлерĕ. Колхозри çирĕп ĕç йĕркине пурин те пăхăнса ĕçлемелли, дисциплинăна пăсмалла марри çинчен колхозниксене асăрхаттарсах тăчĕ. Пуху хыççăн бригадирсемпе, специалистсемпе тата ялти активпа организациллĕ пĕрремĕш правлени ларăвĕ иртрĕ. Ларура правлени членне 7 çынна, вăл шутран колхоз председателĕн заместителĕ пулма мана, çирĕплетрĕç.
Кашни çулах çур акипе ĕççи вăхăтĕнче ĕçлеме ятарлă ĕç планĕ туса хатĕрленĕ, ăна яланах правленипе партбюро, профсоюз комитечĕн ларăвĕнче сÿтсе явса çирĕплетнĕ. С.Галкин правлени членĕсемпе, партипе профсоюз комитечĕпе тата ял Совечĕпе тачă çыхăнса ĕçленĕ, пур ыйтусене те пĕрле татса пама тăрăшнă.
Çĕр ĕçĕпе ĕçлесе выльăх-чĕрлĕх усранипе пĕрлех, колхозра стройка ĕçĕсем анлăн сарăлса пынă. Колхоз правленийĕн хăйĕн çурчĕ пулманнине пула колхоз правленийĕн вăхăтлăха ферма ĕçченĕсен общежитине вырнаçма тивнĕ. Çавна пула правленипе бухгалтери валли «йăва çавăрма» шутланă. Çавăнпа пĕрлех колхозниксене пухса калаçма кашни ялтах клубсем тăвассине малти вырăна хунă. Çапла вара виçĕ ялта виçĕ клуб ÿссе ларнă. Аслă Чакра 120 вырăнлă, вулав, артистсен пÿлĕмĕллĕ, унтах правленипе бухгалтери валли пÿлĕмсемлĕ клуб туса хунă. Ăна 1967 çулта Октябрьти революци 50 çул тултарнă тĕле савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Каярахри çулсенче Пĕчĕк Енккассинче 60, Атнаш ялĕнче 30 вырăнлă кирпĕчрен купаласа клубсем тунă. Автомашинăсемпе тракторсен паркĕнче ял хуçалăх техникине юсамалли механизациленĕ 12 автомашина вырнаçмалăх мастерской, ăшă гараж, пушар машини валли депо, çавăн пекех колхозниксем валли столовăй, КБО, икĕ арман çурчĕ, тырă упрамалли складсем, выльăх-чĕрлĕх усрамалли кирпĕчрен типлă витесем туса лартнă, вĕсенче ĕне сăвассине, тислĕк кăларассине, хăш-пĕр енĕпе апат парассине механизациленĕ, ĕне сăвакансен ĕçне икĕ сменăпа ĕçлемелле тунă. Фермăра та, трактор паркĕнче те кану пÿлĕмĕсемпе çăвăнмалли вырăнсем йĕркеленĕ.
70-мĕш çулсем пуçламăшĕнче колхоз вăйĕпе Аслă Чакран Шупашкар–Вăрмар шоссе патне çитиччен виçĕ çухрăма яхăн тăпра, çырмаран вĕтĕ чул турттарса хăйăрпа хутăш сарса çÿлĕлетнĕ çул туса асфальт сармалла тунă.
С.Галкин пуçарнипе Аслă Чакра икĕ çул хушшинче 320 ача вырнаçмалăх икĕ хутлă çĕнĕ вăтам шкула 1974 çулхи октябрь уйăхĕнче туса пĕтерсе унта вĕрентме тытăннă. Унăн пĕрремĕш директорĕ Иван Кириллович Кириллов пулнă. Стройка ĕçĕсене хамăр колхозниксем, прораб пулса пултаруллă та тăрăшуллă стройка мастерĕ Е.Иванов йĕркелесе пынă. Колхозри уй-хир ĕçĕсене Р.Павлова агроном тата В.Морозов, И.Петров, Н.Павловский бригадирсем тата механизаторсем агротехникăна çирĕп пăхăнса ĕçлесе, ял хуçалăх культурисен тухăçне ÿстерсе пырса гектартан 30-35 центнер тĕш-тырă, 160-180 центнер çĕр улми туса илме пултарнă, ку кăтарту районта начар мар пулнă. «Знамя» колхоз районта чи пĕчĕккисенчен пĕри пулнă, çĕр лаптăкĕ - пĕтĕмпе те 1640 гектар. Çав шутран сухаласа акмалли çĕрсем 1340 гектар. Апла пулин те, выльăх шучĕ нумай пулнă. Вăл çулсенче колхозра 1000 пуçа яхăн ĕне выльăх, çав шутран сăвакан ĕнесем 320 пуçа çитнĕ, сыснасен шучĕ 1600-1800 пуç, сурăхсем 400 пуç ытла усранă, лашасемпе ферма ĕçĕнче усă курнă, вĕсен шучĕ те сахалах пулман. Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ илессипе 100 гектар çĕр çине куçарсан сĕт 350-400 центнер, аш-какай 100-120 центнер илнĕ. Техника тĕлĕшĕнчен илсен, тĕрлĕ маркăллă тракторсем 25-28, автомашинăсем 20 штука яхăн, тырă вырмалли комбайнсем 10 шутланнă. Нумай-нумай тĕрлĕ ял хуçалăх техники пулнă. Паркри ĕçсене Г.Александров, Г.Григорьев тата М.Григорьев механиксемпе наладчиксем йĕркелесе ăнăçлă ĕçлесе пынă. С.Галкин колхоз ĕçĕнче яланах колхозниксем ĕçленĕ çĕрте пулма тăрăшнă, пĕр участокран тепĕр участока икĕ-виçĕ хутчен те пырса çÿренĕ, унти ĕçсемпе паллашнă, çитменлĕхсене палăртса вĕсене пĕтерме хушса хăварнă. Наряд вăхăтĕнче çитменлĕхсене пĕтерме хушнипе пĕрлех малаллахи ĕçсене пурнăçламалли çинчен кашни руководителе заданисем панă. Суха ĕçĕсене тунă вăхăтра механизаторсен ĕçне тĕрĕслесех тăнă, унăн атă кунчинче яланах сантиметрлă линейка пулнă, унпа вăл суха тарăнăшне виçе-виçе пăхнă, механизаторсемпе суха тарăнăш 25-28 сантиметртан кая марри пулмаллине палăртса асăрхаттарнă. Ĕç дисциплинине пăсакансене питĕ хытă ятланă, анчах айăплас, штрафлас йăла нихăçан та пулман унăн.
1966-1967 çулсенче колхозниксене ĕçшĕн укçан тÿлеме тытăнсан, ĕç укçине яланах графикпе пăхнă пек тÿленĕ, укçасăр пуçне тырăпа, килти выльăх-чĕрлĕхе утă-улăмпа тивĕçтернĕ. Ĕçлесе илнĕ укçапа колхозниксене çурт-йĕр тата ытти хуралтăсем хăпартма, Энĕшпуçĕнчи кирпĕч заводĕнчен нарядпа йÿнĕ хакпа кирпĕч çыртарса колхоз транспорчĕпех хуçалăх шучĕпе турттарма пулăшнă. Ĕçре хастар ĕçлекенсене Мускава ВДНХана ушкăн-ушкăнпа темиçе хутчен те илсе кайса кăтартнă. Курортпа санаторинче канма путевкăсемпе тивĕçтернĕ. Колхозра кăштах ĕçсем пушансан колхозниксене Шупашкара театр, концерт курма илсе кайса кăтартасси йăлана кĕрсе пынă. С.Галкин ĕçленĕ вунă çул хушшинче колхоз яланах районта малтисен ретĕнче пулнă.
Правительство С.Галкин ĕçне пысăка хурса хакланă. Вăрçă çулĕсенче фронтра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденĕпе, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» тата «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă. Мирлĕ вăхăтра колхоз производствинче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн: «Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав», Октябрь Революцийĕн орденĕсемпе, В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул тултарнă ятпа кăларнă юбилей, «Ĕç ветеранĕ» медальсемпе наградăланă. Ăна районăн Ĕçпе мухтав кĕнекине кĕртнĕ, çавăн пекех Чăваш Республикин Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăласа чыс тунă. «Знамя» колхозри парти бюровĕпе, колхоз правленийĕн тата профсоюз комитечĕн пĕрлехи ларăвĕн йышăнăвĕпе С.Галкина нумай çул хушши ăнăçлă ĕçлесе пынăшăн тата çуралнăранпа 60 çул тултарнă ятпа колхозăн «Ĕçпе мухтав» кĕнекине кĕртнĕ. Вăл колхозри ĕçсене пурнăçланă вăхăтрах обществăлла ĕçе те хастар хутшăннă: ăна Вăрмар райсовечĕн депутатне çичĕ хутчен суйланă, вăл темиçе хутчен партин Вăрмар райкомĕн членĕ пулнă. Семен Ивановичпа мăшăрĕ, Екатерина Максимовна, виçĕ ывăлпа тăватă хĕр çуратса пăхса çитĕнтернĕ. Халĕ вĕсем пурте çемьеллĕ, çĕршывăн тĕрлĕ хулисенче пурăнаççĕ, ача-пăчаллă. Пултаруллă ертÿçĕ 1970 çулта пенсине тухрĕ пулсан та, колхоз председателĕн ĕçĕнче татах 5 çул ăнăçлă ĕçлесе пычĕ. 1979 çулхи майăн 19-мĕшĕнче йывăр чире пула Семен Иванович 69 çул тултарса пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Унăн ĕçне малалла М.Генин (сăн ÿкерчĕкре), Л.Ефимов, Ю.Кашмаков ăнăçлă тăсрĕç.
Кĕске справка
Семен Иванович Галкин. 1910 çулхи мартăн 10-мĕшĕнче Патти ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Кавалти 2 класлă шкулта вĕреннĕ. 1930-1937 çулсенче - Патти ялĕнчи колхозри колхозник. 1937-1941 çулсенче «Заря» колхоз председателĕ. 1941-1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçăра нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçнă, Ленинград хулине хÿтĕленĕ, блокадăра пулнă. 1946-1951 çулсенче - «Заря» колхоз председателĕ. 1951-1963 çулсенче «Дружба» колхоз председателĕн пулăшуçи. Çав вăхăтрах колхозри партком секретарĕ. 1963-1965 çулсенче Энĕшпуç кирпĕч завочĕн директорĕ.