АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аталану çулĕ çинче

09 марта 2010 г.

«Агропромышленность комплексне аталантарасси» наци проекчĕ пулăшнипе пур тĕрлĕ категориллĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тата уйрăм çынсем кунсерен вăй илсе пыраççĕ, çав шутра пирĕн районта та. Наци проекчĕпе ĕçчен çынсем туллин усă курма пултарччăр тесе «Россельхозбанкпа» тата перекет банкĕпе пĕрле район администрацийĕпе хула, ял тăрăхĕсем те ăнăçлă ĕçлерĕç. Паян сире Раççей ял хуçалăх банкĕн Вăрмарти офисĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаратпăр.

«Россельхозбанк» районта 2006 çулта ĕçлеме тытăннă. Республикăра вара ку банк 2000-мĕш çултанпах халăха хăйсен ыйтăвĕсемпе тивĕçтерет. Клиентсен йышĕ те кулленех ÿссе пырать. Уйрăм çынсемпе кăна мар, пур категориллĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе те таччăн çыхăнса ĕçлеççĕ кунта. Малтанхи вăхăтра пĕр тĕслĕ кредит кăна панă пулсан, халĕ пур енлĕн аталанса та аталанса пыраççĕ. Çакă цифрăсенчен те палăрать: 2006 çулта çăмăллăхлă кредита 204 çын 35028 пин тенкĕлĕх илнĕ, 2007 çулта 356 çынна 64625 пин тенкĕ панă. Çак çултан пуçласа тепĕр енлĕ кредитпа - потребительсен кредичĕпе те ĕçлеççĕ. Малтанах ăна пĕр çын 150 пин тенкĕлĕх илнĕ. Ку кредитăн уссине те çынсем часах ăнланса илнĕ, вăл та çулсеренех ÿссе пынă. 2008 çулта вара уйрăм кил хуçалăхне аталантарма 249 çынна 44370 пин тенкĕ панă, потребительсен кредитне 40 çынна 5035 пин тенкĕлĕх. Çапла вара 2008 çулта 289 çын 49405 пин тенкĕлĕх кредитпа усă курнă. 2009 çултан вара кунта автокредитпа та туллин ĕçлеме тытăннă. Пурĕ 254 çынна 41581,9 пин тенкĕлĕх кредит панă пулсан, çав шутран уйрăм кил хуçалăхне аталантарма 218 çынна 38075 пин, потребительсен кредитне 31 çынна 2344 пин, автокредита 5 çынна 1162,9 пин тенкĕ. Кăçал вара ку таранччен уйрăм кил хуçалăхне аталантарма 18 хуçалăха 3120,0 пин тенкĕ, потребительсен кредитне 2 çын 150,0 пин тенкĕ илнĕ. Ялта пурăнакансем ытларах пĕчĕк калăпăшлă ял хуçалăх техники, ядохимикатсемпе удобренисем, элитлă вăрлăхсем, ăратлă выльăх-чĕрлĕх туянаççĕ, çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх тытма çĕнĕрен витесем хăпартаççĕ е вĕсене тĕпрен юсаççĕ. Укçа-тенкĕ пулсан япала туянма та, çĕнĕрен хăпартма та пулать. Кредит илесси малалла пырать. Вĕсен тĕсĕсем те тĕрлĕрен терĕмĕр, проценчĕсем те халăха тивĕçтереççĕ. Акă, тĕслĕхрен: ял хуçалăхĕнче уйрăм хушма хуçалăха аталантарма - 15, потребительсен кредитне - 20, «Пенсионный» кредита -17, ялта пурăнакансене килсене газ кĕртме -16, çавăн пекех ялта пурăнакансене çурт-йĕр туянма - 15, вĕренме кайма - 12, «Инженери коммуникацийĕ» кредита - 16, «Садовод» кредита - 18, шанчăклă клиентсене параканни - 14, унсăр пуçне автомобильсем туянма 15 процентпа параççĕ, ку кредитăн 2Ÿ3 мĕш пайне патшалăх каялла тавăрса парать. Унсăр пуçне тата ытти тĕрлĕрен кредитсемпе те усă курма пулать. Çавăн пекех тĕрлĕрен вкладсемпе те ĕçлеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика